25 января 2017 г.

"Чăвашвтормет" акционерсен уçă обществин Вăрмарти участокĕ поселокри Ворошилов урамĕнче вырнаçнă. Районта пурăнакансем кунта усă курман хура тата тĕслĕ тимĕр-тăмăр турттараççĕ. Январĕн 23-мĕшĕнчи хаксемпе килĕшÿллĕн тимĕр-тăмăра пĕр килограмне 10 тенкĕ те 60 пуспа йышăнаççĕ. Хаксем пĕр вырăнта тăмаççĕ, час-часах улшăнаççĕ.
"Чăвашвтормет" акционерсен уçă обществин Вăрмарти участокĕн пуçлăхĕнче 1987-мĕш çултанпах ĕçчен те вăр-вар Вячеслав Николаевич Сергеев тăрăшать.
Хĕллехи вăхăтра кунта турттарса килекен тимĕр-тăмăр калăпăшĕ сахалрах, çуллахи вăхăтра вара ĕç нумайланать. Ун чухне вара канмалли кунсенче те ĕçлеме тивет. Çынсем турттарса килнĕ тимĕре виçтернĕ хыççăн укçине кĕске вăхăтрах илейреççĕ. Анчах та малтан паспорт кăтартмалла, çавăн пекех çумра тимĕр-тăмăра килтен илсе тухни çинчен ĕнентерекен справка пулмалла. Вячеслав Николаевичпа пĕрле коллективра тăваттăн ĕçлеççĕ. Алена Вячеславовна Сергеева контролер пулса автомашина çинчи тимĕре виçет, унăн пахалăхне палăртать, клиентсене йышăнать. Икĕ рабочи Алексей Сидоровпа Александр Сергеев пĕр вăхăтрах крановщик те, газорезчик те пулса тăрăшаççĕ, тимĕре сортлаççĕ, кунти пур ĕçе те пурнăçлаççĕ. Ĕç сыхлăхне кунта çирĕп пăхăнса пурнăçлаççĕ, канăва та тытса пыраççĕ.
2016 çулта "Чăвашвтормет" акционерсен уçă обществин Вăрмарти участокĕнче çынсенчен 1900 тонна ытла тимĕр-тăмăр йышăннă, тиесе ăсатнă. Тимĕре ытларах Канаш хулине илсе каяççĕ.
Кунта тăрăшакансен ĕçĕ тимĕр-тăмăр йышăнасси кăна мар, ăна сортламалла, заводсем валли юрăхлă ГОСТпа килĕшÿллĕн хулăн тимĕре ятарлă виçепе касса кăлармалла.
Çынсем кунта ытларах пÿрт, хуралтă тăррисене улăштарнă хыççăнхи тимĕре, юрăхсăра тухнă автомашинăсене тиесе килеççĕ. Кун пек тимĕре вара преспа пусарса пакетлаççĕ. "Чăвашвторметăн" Вăрмарти участокĕн хуçалăхĕнче 3 кран, тимĕр пăрăхсемпе арматурăсене касмалли аллигаторлă хачă ?аллигаторные ножницы/, Италире туса кăларнă CALMAR тимĕре пакетламалли пресс пур.
Вячеслав Николаевич Сергеев хăй те кунти пур ĕçе те тума пултарать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.