18 января 2017 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун.
Çак кун Иоанн пророк Иисус Христоса шыва кĕртнĕ. Çак вăхăтра пĕлĕтсем уçăлса Святой Сывлăш кăвакарчăн пек пулса Турă хăвачĕпе Христос çине аннă. Çак кун виç-ипостаçлĕ Турă /Ашшĕ, Ывăлĕ, Çветтуй сывлăш/ курăннă. Ăна Виç ипостаçлĕ Турă куçа курăнни /Богоявление/ теççĕ.
Сăваплă куна Турра ĕненекенсем маларахах хатĕрленме пуçлаççĕ. Шыва кĕрес умĕнхи кун типĕ тытаççĕ ?сочельник/. Каçхи кĕлĕ хыççăн чиркÿсене шыв илсе килсе кĕлĕ тăвас йĕрке пуçланать.
Юханшывсенче вак каснă пулсан унта хĕреслĕ çулпа тухса вак умĕнче кĕлĕ туса шыва çветтит тăваççĕ. Унтан çак таса шывпа кил-çурта, хуралтăсене сапса тасатаççĕ. Çак шывăн вăйĕ çав тери хăватлă пулнине кура ăна чирлĕ çынсене ĕçтереççĕ. Богоявлени кунĕнче ăна кунĕпех ĕçме юрать, каярах ытти кунсенче кашни кунах апат çийиччен ĕçмелле. Православи тĕнне ĕненекенсем кĕлĕ туса тасатнă шыва эмел вырăнне хурсах хисеплеççĕ.
Пирĕн районти Мăнçырма, Арапуç, Чулкас, Шăхаль, Кавал ялĕсенче ятарласа шыва кĕмелли вырăнсем пур. Çак кун районти ытти ялсенче те вак касса шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлеççĕ. Вĕсенчи йĕркелĕхе райадминистрацин яваплă çыннисем, медицина тата полици ĕçченĕсем сăнасах тăрĕç. Шыва кĕрес текенсене асăрхаттарса çапла калас килет: сивĕ шывпа чÿхеннĕ вăхăтра харпăр хăйне еплерех туйнине сăнасах тăрăр; чĕре чирĕпе е ыттипе те аптăракансен тÿрех сивĕ шыва кĕме тăхтаса тăмалла, малтан пите, алă-урана йĕпетсе илмелле; чи кирли - шыв хĕрринче эрех-сăрапа иртĕнмелле мар; сăваплă вырăнта харпăр хăйне Турă хушнă пек тытсан питех те аванччĕ.
Пурне те Турă пилĕ пултăр, уяв ячĕпе сире, тăванăмăрсем!
Л.ЕРМОЛАЕВ, протоиерей, Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ, 5-мĕш благочиннăй округĕн
благочиннăйĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"