АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен чун ăшши нихăçан та ан иксĕлтĕр

18 января 2017 г.

Хĕрарăмсен чун ăшши нихăçан та ан иксĕлтĕр

Райадминистрацин ларусен залĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн 2016 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2017 çул валли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. 

2015 çулхи апрель уйăхĕнчен çак организацин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕнче Е.Николаева тăрăшать. Ларăва та Елена Ильинична хăйех ертсе пычĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов сăмах илчĕ, вăл 2016 çулхи районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене аса илтерчĕ. «Паянхи кун хĕрарăмсем ача çитĕнтернисĕр, кил хушшинчи тивĕçсене пурнăçланисĕр пуçне районăн политикăпа экономика, социаллă пурнăçпа культура аталанăвĕнче активлă хутшăнаççĕ», - терĕ вăл. 
Е.Николаева 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, слайдсем тăрăх тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ. Хăйсен йышне хĕрарăмсен районти канашĕн уйрăмĕ иртнĕ çул тепĕр çамрăка - Вăрмарти ачасен пултарулăх çурчĕн директорне К.Пудриковăна кĕртнĕ.
2017 çул Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕ пултăр тесе ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев патне пуçарупа шăпах Чăваш Енри Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсем тухнă. Хĕрарăмсен Канашĕ умĕнче çемье, амăшĕ, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Хĕрарăмсен районти канашĕ обществăлла организацисемпе, район администрацийĕпе, районти вĕрентÿ, культура учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ, Елена Ильинична район шайĕнче пурнăçланнă социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн ялсенчи пуçламăш уйрăмĕсен председателĕсем 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсен шутĕнче Чупайĕнчи Л.Никифорова, Кавалти И.Огурцова, Пысăк Енккассинчи Н.Никонорова, Правлени членĕ, Вăрмар районĕн культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Г.Алексеева пулчĕç. Çавăн пекех ларăва Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн матушки Наталия хутшăнни пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вăл хĕрарăмсен канашĕн ĕçне лайăхлатмалли çĕнĕ шухăшĕсене пĕлтерчĕ, кирек епле мероприятисене те пĕтĕм чунтан хутшăнасчĕ терĕ. 
Вăрмар районĕн обществăлла пурнăçĕнче активлă пулнăшăн Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотисене Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Алексеева /ÿкерчĕк çинче/, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Никифорова, Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Н.Яндутова тивĕçрĕç. Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене чи активлисем илчĕç, вĕсен шутĕнче Е.Семенова /Чулкас/, Р.Теплова /Аслă Чак/, Т.Исаева /Кавал/, Л.Табакова /Кавал/, Л.Григорьева, Л.Рыжова /Энтрияль ял тăрăхĕ/, А.Архипов /Мăнçырма/, А.Яковлева /Пысăк Енккасси/, Н.Венедиктова, Г.Медведева, Г.Сабитова /Чупай/, Н.Питрукова /Кĕтеснер/ пулчĕç. 
Ларăва вĕçленĕ май Елена Ильинична хĕрарăмсене малашне те активлă ĕçлеме, 2017 çулта пурнăçламалли çĕнĕ шухăшсене хăйĕн электронлă адресĕ çине ярса пама ыйтрĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕн уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне те райадминистраци сайчĕ, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă çутатсах тăмалли пирки каларĕ. 
Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕн, унăн членĕсен ĕçĕ тÿлевсĕр, анчах та çав вăхăтрах ыттисемшĕн вăл çав тери хаклă. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика