АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ĕç цифрăсем урлă палăрать

18 января 2017 г.

Иртнĕ кунсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе оперативлă канашлу иртнĕ. Кунта ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Л.Вакс, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, Вăрмар район прокурорĕ Е.Краснов, Тăвай район прокурорĕ О.Ястребова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăм çумĕнчи обществăлла канашăн председателĕ М.Пуклаков хутшăннă.

«Урмарский» уйрăм пăхса тăракан территорире иртнĕ çул регистрациленĕ преступленисем 289-тан 318 таранччен ÿснĕ. Яланхиллех çакăн сăлтавĕ ют пурлăха çаратассипе, хĕнессипе çыхăннă преступленисен шучĕ пысăкланни. 318 преступленирен 259-не тупса палăртнă. Çынна вĕлернисене, сывлăхшăн вăтам шайри сиен кÿнисене, хĕненисене, мăшкăлланисене, çаратнисене, çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă преступленисене пурне те тупса палăртнă. 
Вăрмар тата Тăвай районĕсенче хурах пусни ?разбой/, хăратса укçа тытса илнисем, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса йĕркене пăснă тĕслĕхсем, террористла тата экстремистла преступленисем пулман. Полици уйрăмĕн сотрудникĕсем çине тăрса ĕçленипе темиçе тĕрлĕ преступленисен йышне чакарма пултарнă: уйрăмах йывăр преступленисене 11 процент таранччен чакарнă, çынна вĕлересси 5-рен 1 таранччен чакнă, сывлăхшăн вăтам шайри сиен кÿнĕ преступленисен шучĕ 8-тан 2 таранччен, çул çитмен ачасем преступлени тăвасси 20-рен 2 таранччен, малтан йĕркене пăснă çынсем тепĕр хутчен преступлени çулĕ çине тăрасси 132-рен 120 таранччен сахалланнă. 
Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса палăртасси лайăхланнă, 1,7 процент ÿснĕ. Вăрланисене тупса палăртасси 4,3 процент, экономика енĕллĕ преступленисене - 24,6 процент, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса палăртасси 7,9 процент ÿснĕ. Çавна май чарса лартнă уголовлă ĕçсен шучĕ сахалланнă.
Уголовлă шырав начальникĕн Ю.Кузнецовăн пуçаруллă ĕçне лайăххипе палăртатпăр.
2016 çулхи 12 уйăх хушшинче çул-йĕр çинчи пăтăрмахсен шутне чакарма май килнĕ, 29 пулăмран 21 таранччен. Аманнисен шучĕ 44 çынран 22 , аварисенче вилнисен шучĕ 4 çынран 3 таранччен чакнă.
ГИБДД енĕпе административлă право йĕркине пăснă 2712 пулăм регистрациленĕ. Эрех ĕçсе руль умне ларнă 142 водителе айăпланă.
Иртнĕ çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă 12 преступлени регистрациленĕ, пурте вĕсем Вăрмар районĕнче пулнă. Пурĕ 540 грамм наркотикле япаласем тытса илнĕ: гашиш, марихуана, мăкăнь улăмĕ. Çавăн пекех 248 мăкăнь тата 122 кантăр тĕмĕсене тупса палăртнă. Малтан судпа айăпланнă çынсем хушшинче тепĕр хутчен преступленисем ан пулччăр тесе «Участок», «Акватория», «Условник», «Надзор» оперативлă-профилактикăллă мероприятисем ирттернĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пула суд тенкелĕ çинче ларнă хыççăн ирĕке тухнă çынсем хушшинчи преступленисен йышĕ 132-рен 120 таранччен чакнă. Оперативлă-профилактикăллă мероприятисем ирттернĕ пулин те иртнĕ çул Интернет, мобильлĕ çыхăну урлă, банк карттисен счечĕсем çинчен укçа вăрласси ÿснĕ. Çакăн пек категориллĕ преступленисене уçса палăртасси 10 процентпа танлашнă. Преступленисем ытларах Вăрмар тата Тăвай районĕсен центрĕсенче пулнă. Банк карттисемпе усă курса 13, Интернет урлă 4 тата телефон урлă 2 преступлени тунă. Профилактика мероприятийĕсем ирттернине, улталама пултарни çинчен ăнлантарсах тăнине кура граждансем тимлĕрех, ăнкаруллăрах пулма пуçларĕç. Яланхиллех киревсĕр ĕç тума хистекенни - алкоголь. Эрех ĕçсе преступлени тунă çынсен шучĕ 51,6 процентран 63,7 процент таранччен ÿснĕ. Алкоголь продукцине саккуна пăсса сутассине тупса палăртас ĕçе активлăрах йĕркелемелле.
2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăм Чăваш Республикипе 55,72 балл пухса 8-мĕш позицине йышăнать. Республикăри вăтам кăтарту - 55,12 балл. Тивĕçнĕ кăтартусемпе лăпланмастпăр, хамăрăн ĕçе лайăхлатма тăрăшатпăр. 2016 çулхи оперативлă служба ĕçĕ «Урмарский» уйрăм обществăра тĕреклĕхе сыхласа хăварса йĕркепе тивĕçтерме пултарнине çирĕплетсе парать. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.Константинов, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика