18 января 2017 г.

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене Чăваш патшалăх филармонинче уявланă мероприятие хутшăннă. Уяв январĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ.
Филармоние пырса кĕрсенех кунта чуна çывăх професси уявĕ иртесси палăрса тăрать, мĕншĕн тесен пичет ĕçченĕсене, журналистсене саламласа çырнисем, республикăра тата тĕрлĕ районсенче тухса тăракан хаçатсенчен ятарласа хатĕрленĕ колоннăсем тÿрех куçа лекеççĕ. Вĕсенче кăмăл пуррисем хаçатçăсене ырă шухăшсем сунса алă пусса та хăварма пултарчĕç. Шупашкар хулинчи харсăр волонтерсем те кунтах. Вĕсем хăнасене хапăл туса ăшă сăмахсем калани те чуна савăнтарать. Пурте пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламласа сывлăх сунаççĕ. Кунтах Чăваш патшалăх академийĕн симфони капелли шăрантаракан кĕвĕсене те итлеме май килчĕ. Теле- тата радиожурналистсем пичет ĕçченĕсенчен интервью та илчĕç.
Пичет тата сăмах ăстисене, ветерансене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та килсе çитнĕ. Вăл хăйсен ĕçне пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан медиаиндустри ĕçченĕсене, ветерансене çирĕп тĕллевлĕ, принциплă пулнăшăн чĕререн тав турĕ. «Эсир тăрăшнипе республикăра влаçпа общество пĕр çулпа утаççĕ, уçă информаци политики ăнăçлăн пурнăçланать. Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йышăнăвĕсене вăхăтра халăх патне çитерекеннисем те эсирех. Кăçал Раççейре экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май эсир хăвăр ĕçе таса туйăмпа тата интереслĕ шухăшсемпе пуçласса, пичетĕн хăватлă вăйĕпе халăх ырлăхĕшĕн усă курасса шансах тăратăп. Чăваш Енĕн медиахутлăхĕнче шăпах сирĕн пек харсăр çынсем ĕçлени кăмăла çĕклет», - терĕ ăшшăн М.Игнатьев.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов уява уçнă май пуçтарăннисене праçник ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тата малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕлĕхсене пĕр шикленмесĕр йышăнмаллине, малашлăха çирĕппĕн пăхмалли пирки чарăнса тăчĕ. Ĕçре уйрăмах хастаррисене ятран каласа ырăпа асăнчĕ. «Республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ, уйрăмах çамрăксем, Интернет кăларăмĕсене кăмăллаççĕ. Ку пулăм пĕрре те начар мар, анчах та вулакансем пичет кăларăмĕсем патнех туртăнни кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăннин кăтартăвĕсенчен те курăнать. Республикăра тата районта тухса тăракан хăш-пĕр хаçатсен тиражĕ пĕлтĕрхинчен чылай ÿсни те çакнах çирĕплетет. Анчах та пирĕн ÿсĕмсемпе лăпланса лармалла мар, пичет кăларăмĕсене кăсăклăрах тумалла, вĕсен пахалăхне ÿстермелле, Интернет уçлăхĕнче вырăн тупассишĕн нумай ĕçлемелле», - терĕ Александр Степанович. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейре тата республикăра иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса уйăрăмах палăрнисене те асăнса хăварчĕ.
Малалла уявра чи пултаруллисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Вĕсен ретĕнче пирĕн районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова та пулчĕ. Вăл «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ /ÿкерчĕк çинче/.
Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ В.Филимонов, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов, Чăваш Республикин журналистсен Союзĕн председателĕн заместителĕ А.Данилов тĕрлĕ конкурссене хутшăнса мала тухнă журналистсене, ĕçре уйрăмах палăрнисене малашне те ăнăçу, çитĕнÿ сунса парнесемпе Хисеп хучĕсем пачĕç.
Уяв хаваслă концертпа вĕçленчĕ. Куракансем артистсен пултарулăхĕ, ятарласа хатĕрленĕ видеороликсем уйрăмах килĕшнине хыттăн алă çупса палăртрĕç. Унсăр пуçне Чăваш Республикинче пурăнакансене малашлăха çутă çулпа çирĕппĕн утмаллине пĕлтерекен пĕршухăшлăх хунар çутийĕ те хавхалантарчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.