14 января 2017 г.

2017 çулта ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ятарлă стипендине Вăрмар районĕнчи 30 çула çитмен 10 çамрăк тивĕçнĕ. Çак шутра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен 3 хĕр ача 2017 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Вĕсен шутĕнче Энтрияль ял тăрăхĕнче пурăнакан, Пысăк Енккассинчи 11-мĕш класра вĕренекен Ксения тата Кристина Яковлевасем тата Пысăк Енккассинче пурăнакан, 10 «а» класра вĕренекен Арина Васильева. Маттур хĕрачасем стипендиатсен списокĕнче хăйсен ячĕсене курсан чăннипех те савăннă. Вĕсемшĕн ку кĕтменлĕх пулнă иккен. Ксенийăпа Кристина шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренеççĕ, çапах та вĕсен пултарулăхĕ ытларах спорт енĕпе палăрать. Çăмăл атлетика енĕпе шкул, район, республика, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусенче пултаруллă йĕкрешсем умлă-хыçлă малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен чупусенче 2014-мĕш çулта шкул команди 2-мĕш, 2015 çулта 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 2016 çулта Чăваш Республикин çăмăл атлетика енĕпе мала тухассишĕн иртекен ăмăртура 1-мĕш, 2015 çулта 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Раççейри хуласем хушшинче иртнĕ ăмăртура 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Тутарстан Республикинче мала тухассишĕн иртнĕ çăмăл атлетика кросĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 2015 çулта чупассипе Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Ытти çитĕнÿсем те нумай хĕрсен. Çитĕнĕвĕсене кура хĕрачасене 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине те кĕртнĕ. Чăваш Ен ятĕнчен Ксенийăпа Кристина иртнĕ çул Жуковск, Оренбург, Мускав хулисенчи ăмăртусене хутшăннă. Пултаруллă хĕрсене спорт енĕпе Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вăй хуракан Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов аталантарать, тĕрлĕ ăмăртусене илсе çÿрет. Хĕрачасен çĕнтерĕвĕсенче тренерăн тÿпи пысăк. Паллах, ашшĕпе амăшĕн воспитанийĕ те пысăк вырăн йышăнать. Малашне те хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарасшăн хĕрачасем.
10 «а» класра вĕренекен Арина Васильева вара пултарулăх енĕпе палăрать. Мĕн пĕчĕкрен вăл юрлама юратать. Ялти, шкулти, район, республика шайĕнчи пултарулăх конкурсĕсене активлă хутшăнать, гитарăпа та калать. Пĕрремĕш класранпах «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Халĕ те вăл Т.Гаврилова преподаватель хатĕрленипе республикăри «Мехел» конкурса хутшăнма хатĕрленет. Право предмечĕпе иртнĕ районти олимпиадăра Арина 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче хĕрача шкул çумĕнчи «Шкул юлташĕсен канашĕ» обществăлла организаци председателĕ пулнă май «Орленокра» та каннă. Арина кадетсен класĕнче вĕренет, акă декабрь уйăхĕнче кадетсем хушшинче иртнĕ Георгиевски балра вĕсен класĕ 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иртнĕ кĕркунне «Ораторы искусства» республикăри слета хутшăнса пултаруллă хĕрача 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Республика шайĕнчи «Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» конкурсра эссе çырассипе те, юрлассипе те 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Арина пур енчен те лайăххипе кăна палăрать. 2015 çулта вăл вырăс чĕлхипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра 2-мĕш вырăна тухнă. Унăн çитĕнĕвĕсене асăнса та пĕтерейрес çук. Пултаруллă хĕрачана вĕрентекенсем, юратнă ашшĕпе амăшĕ çул уçса пыраççĕ, аталанма пулăшаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.