11 января 2017 г.

Кашни çулах «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ хаçат çырăнтарни çинчен ĕнентерекен квитанцисен лотерея вылявне ирттерет. Çĕнĕ çул умĕн кашниех эпир асамлăха ĕненетпĕр, тĕлĕнтермĕш пуласса шанатпăр. Лотерея вылявĕ те çынсене хăйне майлă тыткăнлать. Редакцине «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнса илнĕ квитанцисене кашниех тĕп парнене çĕнсе илессишĕн ĕмĕтленсе илсе килчĕ. Хăшĕ-пĕри пĕчĕк парне выляса илнĕшĕн те хĕпĕртет. Районĕпе квитанци паман çын юлмарĕ пулĕ. Квитанцисем питĕ йышлă пухăнчĕç. Лотерея вылявĕ декабрĕн 28-мĕшĕнче хаçат редакцийĕн çуртĕнче иртрĕ. Вылява хутшăнакансем те чылаййăн пуçтарăнчĕç.
Малтанах «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова кунта пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн саламларĕ, вылява тăратнă парнесен спонсорĕсемпе паллаштарчĕ тата кунашкал выляв ырă йăлана кĕрсе пынине палăртрĕ. Шăп 10 сехетре квитанцисен хаваслă вылявĕ пуçланчĕ. Пысăк парнесенчен пĕрне - стена çине çакмалли шкапа - Ямпай ялĕнчи З.Камышева çĕнсе илчĕ. Тĕп парнене вара - бензопăчкăна - Аслă Чакри Н.Сродникова тивĕçрĕ. Саламлатпăр вĕсене. Çапла, «Хĕрлĕ ялав» çырăнтăн - парнеллĕ пултăн. Н.Сродниковăшăн тĕп парне Çĕнĕ çул валли пысăк савăнăç пулчĕ.
Лотерея вылявне ирттерсе яма пулăшнăшăн хаçат редакцийĕ спонсорсене тав тăвать. Вĕсен шутĕнче «Уют» тулли мар яваплă общество пуçлăхĕ И.Федоров, В.Енькова, И.Иванова ?Анилина/, А.Анилин, В.Иванов, В.Твердов, Е.Илларионова, Е.Молостовкина, А.Михайлова, А.Александров, Л.Васильева, Е.Антонова уйрăм çын предпринимательсем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.