АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксем ÿсĕмлĕ - бюджет тупăшлă

11 января 2017 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн январĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче республика бюджетне пурнăçланин малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Финанс министрĕ С.Енилина палăртнă тăрăх - тĕп финанс документне тупăш енĕпе 41,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку планпа палăртнин 100,5 проценчĕпе танлашать. Бюджета хывнă налуксен калăпăшĕ 2015 çулхинчен 17,5 процент ÿснĕ, каялла тавăрса памалла мар килнĕ укçа 500 миллион тенкĕ пысăкланнă. «Патшалăх парăмне чакарас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 14258,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку хамăрăн тупăшсен 55,7 проценчĕ пулать», - тенĕ Светлана Александровна.
Республика бюджечĕн тăкакĕсем те пĕчĕкленнĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ - муниципалитетсем укçапа вăхăтра усă курманни. Унсăр пуçне тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксем те такăнтараççĕ, вĕсем ĕçсене вăхăтра пурнăçламаççĕ, объектсем валли укçа уйăрмалли йĕркене пăсаççĕ, тенĕ С.Енилина.
Муниципалитетсен пуçлăхĕсене асăрхаттаратăп: подрядчиксене суйласа илнĕ чух тимлĕ пулăр. Вăл е ку организацие кам ертсе пынине пăхăр. Иккĕленÿллĕ çынсемпе вĕсен фирмисем муниципалитетсен тата патшалăх аукционĕсене ан хутшăнайччăр тесе саккунпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпех тумалла», - тенĕ М.Игнатьев.
Вăл Экономика аталанăвĕн министерствине тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленине тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен реестрне çĕнетсех пымалли, фирмăсене кăна мар, вĕсен хыçĕнче тăракан çынсен ĕçне те сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарнă.
Строительство министрĕ В.Михайлов сивве пăхмасăр республикăра пурăнакансене ăшăпа тивĕçтересси йĕркеллĕ пулса пынине палăртнă. Анчах энергоресурссемшĕн, уйрăммăн илсен газшăн тÿлессипе çыхăннă парăмсем тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. Хăш-пĕр муниципалитетра парăм виçи çулталăк каяллахинчен 1,5-2 хут ÿснĕ.
Ларура Чăваш Республикин Промышленноç аталанăвĕн тата инвестици ĕç-хĕлĕн фондне туса хумалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ В.Аврелькин каланă тăрăх - фонд наукăна, çĕнĕ технологисене тĕпе хуракан производствăсене аталантарас, промышленноçри тата агрокомплексри производствăсене çĕнетес енĕпе ĕçлĕ. Унăн укçипе усă курса пурнăçлакан инвестици проекчĕсене пурнăçлани çитес çулсенчех 2 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май памалла.
«Федераци бюджетĕнче промышленноçа тата инноваци ĕç-хĕлне аталантарма 20 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Кашни предпринимателĕн федераци шайне тивĕçлĕ документсем тăратса пулăшу илме май пур. Эпир хамăр енчен фонд йĕркелетпĕр, чĕртаварпа çыхăнман экспорт сферинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама 1,5 миллиард тенкĕ яхăн уйăратпăр», - пĕтĕмлетнĕ М.Игнатьев. 
Ларура Чăваш Республикин Промышленноç аталанăвĕн тата инвестици ĕç-хĕлĕн фондне туса хумалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика