АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн елка питĕ капăр

01 января 2017 г.

Пирĕн елка питĕ капăр

Çĕнĕ çул - чи юратнă уявсенчен пĕри. Ăна аслисем те, ачисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ паян Çĕнĕ çул уявне 26 ача капăр чăрăш тавра пуçтарăнчĕç. Çĕнĕ çул юррисем, ташшисем, сăвăсем каларĕç. Вĕсене курма ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ. Чи малтанах Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе шкул директорĕ А.Мирошкина саламларĕ.

Ачасене саламлама Хĕл Мучипе Юр Пике те çитрĕç. Ашапатман карчăк, Юр кĕлетки тата тĕрлĕ юмахсенчи ытти сăнарсем те уява илем кÿчĕç. Хĕл Мучипе Юр Пике кашни ачана парнесем пачĕç. Аслисемшĕн темех мар пуль те, анчах кĕçĕн çулхисемшĕн юмахри çак сăнарсенчен илнĕ парне тĕлĕнтермĕш евĕрлех пулчĕ. Çывхарса килекен 2017 çул ырри çумне ырри хуштăр, кашни килте хăтлăх, юрату, ăнланулăх хуçаланччăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ЯНДУТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика