АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем куçа тыткăнлать

01 января 2017 г.

Илем куçа тыткăнлать

Çĕнĕ çул уявĕ пире пурне те ыррине ĕненсе çутă ĕмĕтпе малашлăха чĕнекен праçник. Иртсе каякан çулта пулса иртнĕ начар пулăмсене хыçа хăварса лайăххине шанса Çĕнĕ çула куçатпăр.

Уяв умĕн пирĕн районти ялсенче, поселокра юртан илемлетсе тунă Хĕл Мучипе Юр Пике, Автан е ытти сăнарсен кÿлеписем уяв çитсе пынине аса илтерсех тăчĕç, кăмăла çĕклерĕç. Предприятисемпе организацисен, уйрăм кил хуçалăхĕсен территорийĕсене юртан тунă кĕлеткесемпе йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан гирляндăсем илем кÿреççĕ.
Акă Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн территорийĕ кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕ умĕн иртен-çÿрене хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Кăçал та Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем умĕн Федераллă казначействăн республикăри Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ В. Петров тăрăшнипе организаци картишĕнче кĕске вăхăтрах юртан купаланă илемлĕ Хĕл Мучипе Юр Пике, Автан кĕлеткисем «ÿссе ларчĕç». Шартлама сивĕне пăхмасăрах вĕсене Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Канаш районĕнче пурăнакан ландшафт дизайнерĕ Н.Васильев купаласа лартрĕ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăрласа илемлетрĕ. Чылайччен савăнăç кÿрсе лараççĕ халĕ Хĕл Мучипе Юр Пике илеме курма пĕлекен район çыннисене.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика