АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй хумасăр пĕр ĕç те пулмасть

01 января 2017 г.

2016 çула Чăваш Енре  ĕç çыннине халалланă  май Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев   Патшалăх Канашне янă Çырура: «Эпир ĕç çыннине пулăшма тивĕç, мĕншĕн тесен республикăри экономика ырлăхĕн никĕсне шăпах çав ĕçчен алăсем йĕркелеççĕ вĕт. Çавăнпа та хальхи вăхăтри экономика условийĕсенче ĕçе тата ĕçлекенсене хисеплемелле, ĕçре конкурентлăха ÿстермелле», - тенĕ. 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсеренех Çĕнĕ çула кĕрес умĕн тăван районăмăрти ĕç çынни пурнăçланă ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухса малашлăх тĕллевĕсене çирĕплетеççĕ. Вĕсен пурнăçне лайăхлатас çул-йĕре пăхса тухаççĕ.

 

Строительство
«Çамрăксене ял çĕрĕнче çирĕплетсе хăвармалли тĕп майсенчен пĕри ял çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни шутланать», - тенĕ Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
2016 çулхи 11 уйăх кăтартăвĕсене илсен пирĕн районта пур тĕрлĕ çăлкуçсенчен капиталлă строительствăна 100 млн тенкĕ ытла укçа хывнă, 5514 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Палăртма кăмăллă, «Чăваш Республикин Вăрмар районĕнче пурăнакан граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарасси» программăн 3-мĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ.
ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи яллă вырăнта пурăнакансене пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе туса ирттермелли хушма мерăсем çинчен» 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 124-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Кивĕ Шулхан ялĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Вăл Эçпепе тата Кивĕ Шулхан ялĕсенче пурăнакансене йышăнĕ. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Мăнçырмари çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн медицина ĕçченĕсем çак таврари çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслесе пăхса тăраççĕ. Паянхи кун «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен» РФ тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне хăпартас ĕç малалла пырать. Ăна «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Çул-йĕрсене тивĕçлипех тимлĕх уйăраççĕ. Çĕнĕ Кавалти 0,9 км, Урнарти 0,7км тăршшĕ ял хушшинчи çула çĕнĕрен туса пĕтернĕ. Çак ĕçсенех Пысăк Енккасси, Чупай тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурнăçлаççĕ. 

 

Ялхуçалăхĕ

Ĕç çынни вăй хумасăр пĕр ĕç те пулмасть. Тÿрĕ кăмăлпа тата чунтан хавхаланса пурнăçлакан ĕç кăна пурлăх тĕлĕшĕнчен те, ăс-хакăл енчен те ырлăх кÿрет, пултарулăха туллин уçса пама тата пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнма май панине палăртнă Патшалăх Канашне янă Çырура Михаил Васильевич Игнатьев. 
Пирĕн район ялхуçалăх енĕпе ытларах ĕçлесе пурăнать. Туса илнĕ ялхуçалăх продукчĕсемпе вырăнти халăха тивĕçтерессипе, ытлашши юлнине ăçта кирлĕ унта илсе кайса сутаççĕ ялхуçалăх ĕçченĕсем. РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырура та ялхуçалăх сфери çинчен палăртса хăварнă: «Малалла утсан ăнăçу пулатех. Çакăн тĕслĕхĕ - пирĕн ялхуçалăхĕ. Вунă çул каялла кăна-ха апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен туянаттăмăр, импорта парăннăччĕ. Халĕ вара Раççей - экспортерсен шутĕнче. Иртнĕ çулсенче Раççейĕн ялхуçалăх продукцийĕн экспорчĕ 20 млрд доллара яхăн пулнă. Ял çыннисене пысăк тав». Хальхи вăхăтра республикăра, çав шутра пирĕн районта та, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе пĕрле ялта пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те аталанса пыраççĕ. 
Ялхуçалăх сферинче производство ĕçĕ-хĕлĕпе 10 ялхуçалăх предприятийĕ тата 56 хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем вăй хураççĕ. 2016 çулхи 11 уйăхра районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 9469,9 тонна сĕт туса илнĕ е çакă 100,1 процентпа танлашнă. Аш-какай туса илесси 2183,2 тоннăпа танлашнă, çăмарта 5959 пин штук илнĕ. Тĕш тырă - 35754 тонна, çĕрулми - 52341 тонна, пахчаçимĕç - 6527 тонна пухса кĕртнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх пурĕ 5374 пуç /104,1 процент/, çав шутран ĕне - 2090 пуç, сысна - 1992 пуç, кайăк-кĕшĕк - 118,4 пин пуç. 
Хăйсен уйрăм хушма хуçалăхĕсене аталантарас тĕллевпе кăçалхи 11 уйăхра 201 хуçалăх 42,9 млн тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕсене илнĕ. 

 

Промышленноç
2016 çулхи 11 уйăхра хамăр туса илнĕ таварсемпе «Тавар туса кăларакан производство», «Электроэнергипе, çутçанталăк газĕпе тата шывпа тивĕçтересси» ĕçсен тĕсĕсемпе халăха 65,2 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Кăçалхи çак тапхăр хушшинчех вак предприятисем хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцие тиесе ăсатакан калăпăшĕ тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси 170,9 млн тенкĕлĕх пулнă /130,8 процент/. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан хăйсен производство калăпăшне çак промышленноç предприятийĕсем ÿстерме пултарнă: «Светлана» /199,7 процент/, «Водоканал» /104,6 процент/, «Вăрмарти электричество сечĕсем» /104,4 процент/, «Уют» /109,5 процент/ «Аванпром» тулли мар яваплă обществăсем, «Вăрмарти механика завочĕ» /161,3 процент/, «Чăвашвтормет» /114,5 процент/ акционерсен уçă обществисем. Палăртнă тапхăрта вак предпринимательлĕх субъекчĕсем 603 млн тенкĕлĕх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ, 101,0 процент. 

 

Вĕрентÿ

Вăрмар районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенчи вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе 2015-2016 вĕренÿ çулĕсенче чылай кăтартуллă ĕç туса ирттернине вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ тата вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисен пĕтĕмлетĕвĕсем çирĕплетеççĕ. Вырăс чĕлхи, биологи, акăлчан чĕлхи, истори предмечĕсемпе тытнă пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен результачĕсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай аванрах. Районĕпе илсен 12 вĕренекен 90 балл пухнă, çав шутран 9 - вырăс чĕлхипе чи пысăк балл пухма пултарнă. Регион шайĕнчи Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине 16 предметпа 63 вĕренекен хутшăннă, вĕсенчен призерсем - 12.
Районта вĕрентÿ учрежденийĕсен инфратытăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăрмар тата Арапуç шкулĕсенчи спортзалсенче тĕп юсав ĕçĕсене 2231,2 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çавăн пекех «2012-2020 çулсенче вĕрентÿ аталанăвĕ» ЧР патшалăх программипе килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн кивĕ корпусне тĕпрен юсанă. Вырăнти бюджет укçи Чулкас тата Мăнçырма шкулĕсен çивиттийĕсене улăштарма, Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнчи хутса ăшăтмалли системăна юсама кайнă. 

 

Культура тата физкультурăпа спорт

Ял тăрăхĕсенчи 21 библиотекăпа 7 культура учрежденийĕсене çĕнетнĕ. Паянхи кун Энĕшпуçĕнчи культура çуртне хăпартас ĕç пырать. 
Асăннă тапхăр хушшинче массăллă спорт мероприятийĕсене район шайĕнче - 95, республика - 3 тата Пĕтĕм Раççей шайĕнче 1 ирттернĕ. Районта пурăнакансен 39,9 проценчĕ /9419 çын/ спортпа туслă. Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ятарлă мероприятисен планне йĕркеленĕ. 

 

Пĕрлештернĕ бюджет пĕтĕмлетĕвĕ, обществăлла апатлану
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн бюджета еплерех пурнăçласа пыни питех те пĕлтерĕшлĕ. 2016 çулхи 11 уйăх хушшинчи пĕрлештернĕ бюджетăн пайĕ, çулталăклăха палăртнинчен шутласан, 99,3 процент пурнăçланнă. Çак тапхăрта Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа куçарнине шута илсен пĕрлештернĕ бюджета 404,4 млн тенкĕ кĕнĕ. Налук тата налукпа çыхăнман тупăшсем, çулталăклăх планпа 86,4 млн тенкĕрен шутласан, 88,1 млн тенкĕ е 102,0 процент пурнăçланнă. 
Районти пĕрлештернĕ бюджета кĕрекен тупăшсене йĕркелекен тĕп пайĕ - уйрăм çынсен налукĕсем /45,9 процент/ - 40,4 млн тенкĕ, РФ территорийĕнче туса кăларакан акцизлă таварсенчен кĕнĕ тупăш çине хуракан налук пайĕ 15,6 млн тенкĕпе танлашать /17,7 процент/, пĕтĕмĕшле тупăшăн налукĕ - 10,4 млн тенкĕ /11,8 процент/. 
Республика бюджетĕнчен 315,5 млн тенкĕ пырса кĕнĕ. 
Асăннă тапхăрта вак предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен таварçаврăнăшĕ 664,2 млн тенкĕпе ?103,3 процент/, ваккăн сутакан организацисен таварçаврăнăшĕ 385,1 млн тенкĕпе танлашнă /102,3 процент/. 
Райадминистрацин ЗАГС уйрăмĕнче 2016 çулхи 11 уйăхра 80 çемье çавăрнине регистрациленĕ. 2016 çулхи 11 уйăхра пирĕн районта 203 çын çуралнă. 
Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрне 997 çын ĕç ыйтма килнĕ. 

Первоисточник: Н.КРАСНОВА, райадминистрацин пуcлaхeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика