АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тивĕçтересси - тĕп вырăнта

24 декабря 2016 г.

Ĕçпе тивĕçтересси - тĕп вырăнта

Раççей Федерацийĕн ĕç рынокĕнчи йывăрлăхсене пĕтерес тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи «2012-2020 çулсенчи «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине пурнăçа кĕртессипе хушма мерăсем çирĕплетнĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çак тата ытти программăсене пурнăçа еплерех кĕртсе пырать-ха? Кун пирки тĕплĕнрех паллаштарма эпир халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмар районĕнчи центрăн директорĕнчен Виталий Вениаминович НЕСТЕРОВран ыйтрăмăр.

- Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенчи «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2016 çулта мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр?

- Çулталăк пуçламăшĕнчен паянхи кун таранччен ĕçпе тивĕçтерекен центра 1045 çын ĕç ыйтма килнĕ пулсан вĕсенчен 948 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Професси вĕренĕвне, хушма специальноç илме ĕçсĕр 33 çынна янă. Çавăн пекех 8 ача амăшĕ ?ачисем 3 çул тултарайманнисем% ПЭВМ операторне вĕреннĕ. Пĕтĕмĕшле илсен эпир 14 çул-йĕрпе ?направлени% ĕçлетпĕр. Калăпăр, граждансене обществăлла ĕçсене явăçтарма районти предприяти, организаци тата учреждени руководителĕсемпе, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсене çирĕплететпĕр. Çак çулта ку енĕпе 29 килĕшÿ тунă, 146 ĕçсĕр гражданина обществăлла ĕçсене явăçтарнă. Вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене 401 çамрăка ĕçе вырнаçтарассипе 29 килĕшĕве алă пуснă. Çапла вара пурĕ çак тапхăр хушшинче 68 килĕшĕве çирĕплетнĕ.

- Çак тĕлĕшпех тата мĕн çĕнни пур?

- Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕчлĕхне шайлаштарас тĕлĕшпе кăçалхи июль уйăхĕнчен республикăра тĕллевлĕ программа ĕçлеме тытăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмар районĕ валли пурĕ 794,8 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутран - сусăра ĕçе вырнаçтарса ĕç укçи тÿлеме 77,9 пин тенкĕ, хăйсен ирĕкĕпе тата организацие хупнипе е штата пĕчĕклетсе тухнисене, професси вĕренĕвĕ хыççăн ĕçе вырнаçайманнисене тата ĕçсĕр граждансене - 716,9 пин тенкĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 45 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ку енĕпе районти 8 организаци - Вăрмар РАЙПОвĕ, «Вăрмарти çăкăр пĕçерекен завод» тулли мар яваплă общество, «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество, «Копейка плюс» кафе, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО, «Водоканал» тулли мар яваплă общество, Васильев Н.П. уйрăм çын предприниматель çак программăна ăнăçлăн хутшăнса ĕç вырăнĕсем туса пачĕç. Кунта манăн вĕсене ырă сăмахсем калас килет. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе тачă ĕçленĕ район администрацийĕн пуçлăхне, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене, предприяти, организаци тата учреждени руководителĕсене, хресчен /фермер/ хуçалăх тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пĕр вĕçĕмсĕр тав сăмахĕ калас килет. Ÿлĕмрен те çаплах пĕрле ĕçлесе пымашкăн ырлăх-сывлăх пултăр. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе чĕререн саламласа телей, тăнăçлăх, килĕшÿ сунатăп.

- Пирĕнтен кашнин кун-çулĕнчех ĕç пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавна май çĕнĕ çитĕнÿ тăвас тĕллевпе хăш-пĕр чухне ĕç вырăнне те улăштарма тивет. Халĕ ку енĕпе «Раççейри ĕç» портал шанчăклă пулăшакан ĕçлет.

- Çапла, «Раççейри ĕç» портал çĕршыв хулисенче вакансисене шырама май парать. Асăннă сервиспа усă курса сирĕн кирек хăш отрасльте те вырăн тупас шанăç пысăкланать. Паянхи куна илсен районти бюджет организацийĕсем пĕтĕмĕшле илсен пурте «Раççейри ĕç» порталта регистрациленнĕ. 2017 çул валли пурин те асăннă порталта регистрациленсе унпа усă курма пуçлас пулать. Ку вăл мĕн парать-ха/ «Раççейри ĕç» порталта регистрациленнĕ руководитель хăйĕн ĕç вырăнĕнчех ĕç шыракана тупма пултарать. Ĕç шыракан вара килтен тухмасăрах çăмăллăн ĕç тупма пултарать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика