24 декабря 2016 г.

Декабрĕн 21-мĕшĕнче республикăра, пирĕн районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем çапла пулнă: РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне 2017 çул валли Çырупа тухни, «2017 çула Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнни çинчен» ЧР Пуçлăхĕн 2016 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 174 номерлĕ Указне пурнăçласси; пахалăхсăр алкоголь тата спирт пур продукцисене сутма чарассипе мерăсем йышăнасси; 2016-2017 çулсенче ЧР территорийĕнче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче, хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси. Информаци ушкăнĕсем Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе тĕл пулнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем сÿтсе явнă.
Мăнçырма ял тăрăхĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Шупашкарти «Кадет шкулĕ» вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Т.Казакова пулчĕç, вĕсем ялти библиотекăра, фельдшерпа акушер пунктĕнче, шкулта ĕçлекенсемпе калаçу йĕркелерĕç. Чи малтанах вĕсем В.Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне туллин хакларĕç, тишкерчĕç. Çавăн пекех ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май яваплă çынсем çывхарса килекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче районта çемье статусне, амăшĕпе ашшĕн сумне çĕклеме пулăшакан мероприятисем ирттересси пирки калаçрĕç. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Иркутск хулинчи инкек хыççăн спирт пур настойкăсене - «фанфуриксене» тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерсе пĕтĕмлетиччен сутма чарнине сÿтсе явнă.
Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаев пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов ялти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Информкун ыйтăвĕсене ĕçлĕ ушкăн ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсен коллективĕпе сÿтсе яврĕ. Шкулта паянхи куна 73 ача вĕренет, анчах та кунта сивĕ. Шкул директорĕ С.Антонов палăртнă тăрăх, вĕрентÿ учрежденийĕнче ăшă паракан системăна юсаса çĕнетме вăхăт çитнĕ. Вăл информаци ушкăнĕн членĕсене çак ыйтăва шута илме ыйтрĕ.
Учительсен умĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ Михаил Анатольевич информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене çутатса пачĕ. Вĕрентекенсем ялта пурăнакан ытти çынсемпе танлаштарсан çĕннине нумайрах пĕлеççĕ, хăйсен вĕренекенĕсем урлă вĕсем ачасен килти лару-тăрăвне лайăх ăнланса тăраççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов информкун шайĕнчи ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне май килнĕ таран халăха хумхантаракан ыйтусене çÿллĕрех инстанцисенчи яваплă çынсене явăçтарса татса пама шантарчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнчи канмалли кунсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уйрăмах тимлĕ пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех килрен-киле газ оборудованийĕсене тĕрĕслесе çÿрекен газ службин ĕçченĕсене киле кĕртменшĕн те административлă явап тыттарма пултараççĕ ?тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 2-мĕш страницинче пичетленнĕ «Об административных правонарушениях» статйинче ăнлантарса панă/.
Информаци кунĕ шайĕнче яваплă çынсем Кивĕ Вăрмарта пурăнакан нумай ачаллă Надеждăпа Николай Ефимовсен çемйине çитсе ачасене Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Ефимовсен çемйинче 6 ача çитĕнет. Хĕл Мучипе Юр Пике аллисенчен пылак парнесене хаваспах йышăнчĕç шăпăрлансем, сăвăсем те каласа пачĕç. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене Çĕнĕ çул парнисемпе савăнтарма Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн членĕсем хутшăннă. Çавăн пекех çак кун информушкăн членĕсем пулнă ытти ял тăрăхĕсенче те сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене пылак парнесемпе савăнтарнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА, Э.Михайлова.