АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă хваттер уççисене илчĕç

21 декабря 2016 г.

Хăтлă хваттер уççисене илчĕç

Çурт-йĕр пулсан çын çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма та шикленмест. Хăтлă кил-çуртра ачасем те сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Çемьене пур енчен те пулăшас тĕллевпе  патшалăх енчен те нумай пулăшу кÿреççĕ.

Çакна вара тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать. Кивĕ çурт-йĕрсенче пурăнакансене хăтлă та ăшă хваттерсем парса савăнăç кÿреççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татса параççĕ.
Пирĕн районта кивĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарас программăн пĕрремĕш тапхăрне 2013-2014 çулсенче ăнăçлă пурнăçланă, 2015 -2016 çулсенче программăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш тапхăрĕсене пурнăçларĕç. Çак программăна тивĕçлипе пурнăçласа пирĕн районта авариллĕ 35 çуртран 146 çемьене куçарнă, пĕтĕмĕшле илсен 404 çын хăтлă хваттерсенче пурăнма тытăннă. Вĕсен шутĕнче хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă тăлăх ачасем те пур. Граждансене çĕнĕ хваттерсене куçарасси 156,3 млн тенке кайса ларнă. Акă, декабрĕн 15-мĕшĕнче районти кивĕ, пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă çуртсенчи граждансене чаплă лару-тăрура çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç. Унта район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов хутшăннă.
Малтанах çĕнĕ хваттерсене куçакансене М.Пуклаков ăшшăн саламласа çак программăн пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ. Унтан райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов çак çĕнĕ çурта кĕске вăхăт хушшинчех хăпартса лартнă «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин руководительне Н.Зайцева тата унта ĕçлекенсене тав туса вĕсен ĕçне ырă кăмăлпа палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех вăл çĕнĕ çурта пурăнма куçакансене ăшшăн саламласа туслă пурăнма ăнăçу сунчĕ.
Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов кивĕ çуртран çĕннине куçнисене саламларĕ, телей сунчĕ. Чăваш Республикинче палăртнă программа ăнăçлă ĕçлесе пырса нумай çынсем ăшă та хăтлă хваттерлĕ пулни пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе пирĕн район та лайăх ĕçлесе пынине, çак çурта хута янипе программа ăнăçлă вĕçленнине палăртса хăварчĕ.
Çĕнĕ çурта куçнисен ячĕпе Е.Ипатова Чăваш Республикин Пуçлăхне М.Игнатьева тата хамăр района ертсе пыракансене савăнăçне пытараймасăр чĕререн тав турĕ.
Хаклă хăнасем çĕнĕ çуртăн пĕр хваттерне кĕрсе те курчĕç. Хăтлă хваттере куçнă кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене ăшшăн кĕтсе илсе тав турĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика