АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех сыснасен Африка чуми çинчен

21 декабря 2016 г.

Август уйăхĕнче кăна-ха сыснасен Африка чуми çинчен нумай калаçрăмăр. Декабрь уйăхĕнче «Присурский» заповедник çывăхĕнче вилнĕ 5 хир сысни /кабан/ тупса палăртнă. Лаборатори анализне тунă хыççăн пиллĕкĕшĕ те сыснасен Африка чумипе чирленине палăртнă. 

ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви палăртнă тăрăх Улатăр, Пăрачкав районĕсенчи хăш-пĕр ялсене çирĕп асăрхава /карантина/ илме йышăннă. Çынсене вăхăтлăха вăрмана çÿреме чарнă. Çак ыйтупа республикăри ветеринари служби тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерет. Çавăн пекех сыснасен Африка чумипе çыхăннă ыйтăва республика Правительстви те çирĕп тĕрĕслевре тытать.
Пирĕн районта та сыснасен Африка чуминчен сыхланас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттеретпĕр. Акă, тĕслĕхрен, декабрĕн 16-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче районти пур сунарçăсене те пуçтарса уртаракан тата сыснасен Африка чуминчен сыхланас тĕллевпе калаçу ирттернĕ. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата ЧР бюджет учрежденийĕн «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров, ЧР сунарçăсен обществин пирĕн районти обществăн председателĕ А.Михайлов тухса калаçрĕç. Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса талчĕç.
2016 çулта çĕршыври 42 регионта сыснасен Африка чумипе чирлесе вилнĕ выльăх-чĕрлĕхе тупса палăртнин шучĕ икçĕртен те иртет. Пирĕн республикăна вара çак хăрушă чир килсе çакланнине август уйăхĕнче палăртнăччĕ. Пурте пĕрле кар тăрса чире вăхăтра сирсе янăччĕ. Халăхăн тăкакне те пĕтĕмпех саплаштарнине çырса пĕлтернĕччĕ. Вăрмансенчи чĕр-чунсене май килнĕ таран тĕрĕслесех тăмаллине те асăрхаттарнăччĕ. 
Сыснан Африка чуми пирки тепĕр хут аса илтерес килет: мĕнле чир-ха вăл тата унран асăрханса еплерех ĕçсем туса ирттермелле; Сыснан Африка чуми питех та хăрушă чир. Вăл сывă сыснасене чир вирусĕ лекнĕ инфекциллĕ сыснасенчен ерет. Чире вĕçен-кайăксем те, вируслă хир сыснисем е вĕсен виллисем те сарма пултараççĕ. Çак чир сыснасене лекрĕ пулсан ытларах чухне вилеççĕ. АЧС вирус çав тери чăтăмлă: пысăк температурăна та, вĕри çĕрте типĕтсен те, шăнтсан та, çĕрсен те пурпĕрех сывă юлать. Чирлĕ сыснасен аш-какайĕнче те, тĕтĕмленĕ какайра та 5-6 уйăх пурăнать. Вирус 100 градуспа кăна вилме пултарать. 
Чир паллисем: ÿт температури 40,5-42 градуса çити вĕриленсе каять, сысна апат çими пулать, тăтăшах шыв ĕçес килнипе аптăрать, сăмсаран шĕвек юхни палăрать, юнлă чĕкĕрме тытăнать, нерв системи пăсăлать, хырăмĕ тата хăлхисем çинче юн тымарĕсем талнипе тĕттĕм кĕрен тĕс çапать, ăна алăпа хытă пуссан та улшăнмасть. Пĕтĕ амасем хырăм пăрахаççĕ. Чир ернĕ сысна 7-10 кунран вилет. Сыснасен Африка чумин вирусĕ ытти выльăха тата çынна ермест. Чир лекнине лабораторире тĕрлĕ анализсем тусан кăна палăртма пулать. Çак чир тăруках килсе ан лектĕр тесен мĕн пĕлмелле-ха; Сыснасем усракан фермăсенче «хупă» режимпа ĕçлемелле, йĕри-тавра 2 метрлă хÿме тытмалла, кĕмелли алăк умĕнче дезбарьер пулмалла; чир алхаснă вăхăтра сыснасене уçăлма та кăларма юрамасть; выльăх-чĕрлĕхрен хатĕрленĕ апата вĕрилентерсе пăшăхламасăр çитермелле мар; сыснасем чирлине асăрхасанах васкавлă майпа вырăнти ветеринари службине пĕлтермелле; сысна пăхакансене ятарлă тумтирпе тивĕçтермелле, вараланчăк тумтирсене çуса тасатмалла; трихинеллоскопипе ветеринарипе санитари экспертизине ирттермелле; сыснасем хăйсене еплерех тытнине сăнамалла; сыснасене, вĕсем тăракан вырăна тăтăшах дезинфекцилемелле; шăши евĕрлĕ чĕр-чунсене тĕп тумалла. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх тытакан çĕрте яланах дезинфекци тумалли хатĕрсем пулмалла. Тислĕк купине те ятарлă вырăнсене хурса сиенсĕрлетмелле. Шел пулин те, паянхи куна çак чире хирĕç кĕрешме вакцина шухăшласа кăларайман-ха. Чума чирĕ патшалăха тата сысна тытакансене питех те нумай сăтăр тăвать, мĕншĕн тесен сысна чирлине сиссен тÿрех ăна «çывăрттарса» яраççĕ те ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çунтараççĕ. Ăна пусма пачах та юрамасть. Юнĕ юхсан çав вырăнта чир юлса аталанма пултарать. Саккуна пăхăнмасăр, ялтан-яла сысна çурисемпе аш-какай сутса çÿрекен предпринимательсемпе уйрăм çынсенчен туянма юрамасть. Кун пеккине тĕл пулсан кирлĕ çĕре пĕлтерме васкăр. 

Т. ПРОКОПЬЕВА, ЧР бюджет учрежденийĕн «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» патшалăх ветеринари службин начальникĕн заместителĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика