АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курар

21 декабря 2016 г.

Кăçал пирĕн районта декабрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 22 пушар пулнă, пĕлтĕр вара çак вăхăт тĕлне - 27. Ытларах чухне пушарсен сăлтавĕ çын тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Эпир электрохатĕрсемпе тăтăшах усă куратпăр, розеткăна холодильник, мультиварка, телевизор, шыв ăшăтмалли хатĕр вилкисене чикетпĕр. Кивĕ электропроводасем çакна чăтайманран инкек пулать те. Электропроводасене специалистăн ылмаштармалла. Ăна 5 çулта пĕрре тĕрĕслеттермелле, мĕншĕн тесен япăхнă вырăнсене куçпа пăхса пĕлме çук. Рейдсенче хăйсем тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнине те сахал мар асăрханă. Çавăн пекех кивелнĕ электропроводсене сыпăнтарнă вырăн хĕмленнипе те пушар тухма пултарать. Заводра туса кăларнă электроплитасемпе кăна усa курмалла. Пÿлĕмсенче усă куракан электрохатĕрсене ĕç вăхăчĕ пĕтсен сÿнтермелле, электричество ламписене, светильниксене хутпа хупламалла мар. 

Çĕнĕ çул çывхарать. Çавна май нумайăшĕ гирляндăсемпе усa курать. Вĕсене туяннă чухне сутуçăран сертификат ыйтмалла. Енчен те гирлянда инструкципе килĕшÿллĕн ĕçлемесен унпа усă курмалла мар. Пушар хăрушсaрлăхĕн правилисене пăхăнсан çеç инкекрен сыхланăпăр.
Çулăм тухнине е çуннине асăрхасан тÿрех кĕсье телефонĕпе «112» е Вăрмарти пушар хуралне 2-13-09 номерпе шăнкăравлăр. 

Первоисточник: Д.Григорьев, районти надзор хуралeн уйрaмeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика