АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрăш касма юрамасть

21 декабря 2016 г.

Умра - Çĕнĕ çул уявĕ. Ку уява яланах симĕс тумлă чăрăш илем кÿрет. Капăрлатнă вăрман пики куçа тыткăнланипе пĕрлех пÿрте тутлă шăршă сарать. Çавăншăнах чылайăшĕ Çĕнĕ çул уявĕнче чĕрĕ хыр-чăрăш лартма тăрăшать. Анчах та ăна саккунсăр майпа каснăшăн административлă е уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Пĕр чăрăша е хыра саккунсăр каснăшăн е амантнăшăн граждансен 3-3,5 пин тенкĕ, уйрăм çынсен - 20-30 пин, юридици сăпатĕнчисен 50-100 пин тенкĕ таранччен тÿлеме тивет. Штрафсăр пуçне айăпланаканăн вăрмана сиен кÿнĕ тăкака та саплаштармалла пулать.

Енчен те вaл кÿнĕ тăкак 5 пин ытла тенкĕпе танлашать пулсан, административлă майпа явап тыттарнипе пĕрлех саккунсăр майпа вăрман пикине каснăшăн уголовлă ĕç те пуçлама пултараççĕ. 
Çĕнĕ çул уявĕ валли чăрăш хатĕрлесе сутассипе Чaваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ирттернĕ аукциона хутшăнса ирĕк илнĕ çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ.

Первоисточник: А.Николаев, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн участокри уполномоченнaйe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика