АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районшăн тăрăшнă фото тата кино ăсти

17 декабря 2016 г.

Районшăн тăрăшнă фото тата кино ăсти

Кăçал Раççейре Кино, Чăваш Енре Ĕççыннин çулталăкĕ пулчĕ. Хаçат-журнал страницисенче час-часах Чăвашкино çуралса аталанни пирки статьясем, асаилÿсем пичетленчĕç. Ял-ял тăрăх кино кăтартса çÿренĕ киномеханиксем пирки «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та умлă-хыçлăн темиçе асаилÿ кун курчĕ. Ку, паллах, питĕ лайăх.

Çавăн пек эпир истори çулĕнче хамăршăн питĕ çывăх искусствăн пĕр тĕсне асра хăварма пултартăмăр. Çапах та... Çак лару-тăрура кино ÿкерекенсем пирки манса каймарăмăр-ши;! «Э-э, - тейĕç теприсем. - Ара, пирĕн патăрта илемлĕ фильмсем ÿкерекенсем пулман вĕт!». Ку чăнах та çапла. Анчах та документаллă фильмсем ÿкерекенсем пулнă вĕт. Вĕсенчен пĕри - «Халăх фотокиностудине» йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Борис Денисов.
Вăрмар тăрăхĕнче хуть те епле мероприяти ирттĕр - вăл фотоаппарат е кино ÿкерекен хатĕр тытса кирлĕ самант шыратчĕ. Ун чухне техника хальхи пек пулман çав: сăн ÿкернĕ тĕк ăна хут çине куçариччен сахал мар вăхăт та, тĕрлĕ имçам та кирлĕ пулнă. Калăпăр, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районĕпе ятарлă пĕлÿллĕ фотоăстасем виççĕн çеç пулнă: пĕри райхаçат редакцийĕнче, тепри халăха йăла пулăшăвĕ паракан комбинатра /КБО/, виççĕмĕшĕ культура çуртĕнче - «Халăх фотокиностудийĕнче». Паянхи кун кашниех тенĕ пек сăнÿкерчĕк те, видеофильм та калăплама пултарать. Ан ÿркен çеç!
Борис Денисов 30 çула яхăн «Халăх фотокиностудине» ертсе пычĕ. Калама çеç ансат. Вăл районти культура çуртне ĕçе вырнаçсан кунта фотолаборатори те пулман вĕт. Сăн тата кино ÿкерекен хатĕрĕсене хăйпе пĕрлех илсе пынă. Халăха тÿлевлĕ пулăшу кÿме пуçласан çеç ĕç-пуç кăшт ансатланнă - хăй ĕçлесе илнипе кирлĕ аппаратсем туяннă. Фото тата кино ÿкерес ăсталăха алла илес текенсем те нумайăн пулнă. Вăл вĕсене сăн ÿкерме те, хут çине пичетлеме те вĕрентнĕ. Ансат кăна киноаппаратсемпе пĕчĕк сюжетлă фильмсем калăплама хăнăхтарнă. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех район кун-çулне фотохут тата кинопленка çине сăнлама пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 35 çул, 40 çул, 45 çул, 50 çул, 55 çул çитнине уявланине кинопленка çине ÿкерсе илнисем питĕ паха. Борис Васильевич тăрăшнипе районăн паллă çыннисем çинчен, уйрăмах фронтовиксем пирки ÿкернĕ кинофильмсем историшĕн хаклă. Шел, чылайăшĕ, фотоăста пурнăçран кайсан, йĕркеллĕ упрайманнипе юрăхсăра тухнă. Акă, 1945 çулта Çĕнтерÿ Парадне хутшăннă Исаак Герасимова сăнланă кинопленка çухалнă. Ун пек тĕслĕхсем татах та пур. Юрать-ха, Мухтав орденĕн тулли кавалерне Павел Порфирьева хăйĕн килĕнче шкул ачисемпе тĕл пулнине ÿкерсе илнĕ кинопленка чиперех упранать. Вăл сасăсăр пулсан та /кирлĕ аппаратура пулманран лентăсем çине сасă çыртарайманшăн питĕ пăшăрханатчĕ Б.Денисов/ паянхи вăхăтшăн калама çук хаклă документ. Район музейĕнче шкул ачисене час-часах мухтавлă ентешĕмĕре сăнланă кинофильма кăтартаççĕ.
«Халăх кинофотостудийĕнче» хатĕрленĕ сăнÿкерчĕксен хаклăхне нимпе те палăртаймăн. Кунта хуçалăхсен, предприятисен кун-çулĕ, çынсен ăраскалĕсем сăнланнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен хаклăхĕ татах та ÿсĕ-ха. Сăмах май каласан, Ĕççыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе Вăрмарти таврапĕлÿ музейĕнче «Ĕç çынна илем кÿрет» ятлă фотокурав йĕркеленĕ. Унти сăнÿкерчĕксенчен чылайăшне Борис Васильевич ăсталанă.
Пурнăçа цифрăллă фотоаппаратсемпе видеокамерăсем килсен Б.Денисов вĕсемпе ĕçлеме хăвăрт хăнăхрĕ. Хăй вĕреннине фотокино студине çÿрекенсене те вĕрентрĕ. Район пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене сăнлакан 60 ытла видеофильм хатĕрлерĕç вĕсем. Акă хăш-пĕрин ячĕсем: «Вăрмар станцийĕ - 100 çулта», «Вăрмар районне - 70 çул», «Чăваш халăх писателĕ Василий Алентее асăнса» тата ыттисем те.
Б.Денисов Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн фестивалĕсене тăтăшах хутшăннă. Документаллă кинофильмсем тата сăнÿкерчĕксен пуххисене тăратса 1-мĕш, 11-мĕш фестивальсенче лауреат ятне тивĕçнĕ, кашнинчех ăна Дипломсемпе, ятарлă паллăсемпе палăртнă. Вăл шкул ачисене тата çамрăксене фотопа кино ăсталăхне вĕрентсе ырă ята тивĕçнĕ. Борис Васильевича 1986 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп Грамотипе наградăланă. 2001 çулта Раççей Федерацийĕн культура министерствин Хисеп грамотине панă. Çакна та палăртмалла: Вăрмарти кинофотостудийĕнче Раççей тата Чăваш Республикинчи кинофотоăстасен семинарне ирттернĕ.
Борис Денисов районта ĕçлесе пурăнсан та Чăваш Республикинче те, Раççейре те тĕрлĕ куравсене хутшăнса палăрнă. Унăн сăнÿкерчĕкĕсене, вăл хатĕрленĕ документаллă киносене хакласа çапла калама пултаратпăр: историшĕн питĕ хаклă ĕçсем!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика