АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шупашкар-Аренăра» çĕршыв кубокĕ иртнĕ

17 декабря 2016 г.

Спорт уявне килнисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ О.Муртузалиев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков тата ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пуçлăхĕ А.Лапшин саламланă.

- Кĕрешÿ - вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ. Унпа тĕнчери чылай çĕршывра кăсăкланаççĕ. Пирĕн регионта та кĕрешÿпе туслисен йышĕ пысăк. Паянхи çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр тесе нумай ĕç тăватпăр. Пирĕн тĕллев - сывă та ăслă ăру çитĕнтересси, - тенĕ Михаил Васильевич. Вăл Омар Муртузалиева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.
РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ те Шупашкара пушă алăпа килмен: вăл чăваш кĕрешÿçисен федерацине виçĕ кавир парнеленĕ. «Чăваш Ен - спорт кĕрĕшĕвне аталантаракан чи лайăх регионсенчен пĕри. Республикăра спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Кунта тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвакан спортсменсем çитĕнеççĕ. Вĕсем малашне те лайăх кăтартусемпе палăрасса шанатăп», - терĕ сумлă хăна. Çавăн пекех вăл кăçалхи Олимпиадăра пирĕн спортсменсем çĕршыв чысне ăнăçлă хÿтĕленине палăртнă. Раççей кĕрешÿçисем унта 9 медаль çĕнсе илнĕ, ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе хĕрсен команди иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Раççей кубокне 7 çĕршыври /Раççейри Монголи, Казахстан, АПШ, Беларуç, Эстони тата Итали/ 132 спортсмен хутшăннă. Раççей чысне 27 регион кĕрешÿçи хÿтĕленĕ. Кавир çине Олимп вăййисемпе тĕнче ăмăртăвĕсен паттăрĕсем, Европăпа Раççей турнирĕсен хастарĕсем тата тĕрлĕ çĕршыв чемпионĕсем тухнă.
Кăçалхи ăмăрту чăваш хĕрĕсемшĕн уйрăмах ăнăçлă пулнă. Кавир çине 9 кĕрешÿçĕ тухнă. «Вĕсенчен 4-шĕ çак турнира пĕрре мар хутшăннă тăк 5-шĕ çамрăк-ха. Кунашкал ăмăртура пĕрремĕш хут хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Çамрăксене паллă спортсменсемпе кĕрешме тата вĕсене çĕнтерме çăмăл мар. Çулталăкра опыт пухса тепĕр ăмăртăва тĕплĕнрех хатĕрленĕпĕр», - пĕлтернĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ О.Смирнова.
Чи сумлă наградăна РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Н.Гольц çĕнсе илнĕ.
- Тăван тăрăхра иртекен ăмăртусенче яланах хумханатăп. Ку ăмăртăва ыттисемпе пĕрле Ростов хулинче хатĕрлентĕмĕр. 2014 çулта Раççей кубокĕнче çĕнтернĕччĕ, пĕлтĕр иккĕмĕш пултăм.
Çĕршыв кубокĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕп парнесене Раççей Монголи тата Беларуç командисем тивĕçнĕ. Раççейри регионсен хушшинче яланхи пекех Мускав командине çитекенни пулман, Красноярск крайĕпе Бурят Республики - иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Спорт шоу евĕр иртнĕ уява чăваш артисчĕсемпе республикăри пултарулăх коллективĕсем илем кÿнĕ. Раççей эстрадин паллă юрăçне Сосо Павлиашвилине те куракансем ăшшăн йышăннă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика