АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăш ĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернинчен те килет

17 декабря 2016 г.

Тупăш ĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернинчен те килет

Районта пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пыракан предприятисем чылай. Акă, «Овас Спорт» çĕвĕ фабрикинех илер. Паянхи куна кунта 84 çын ĕçлет. Çак пысăках мар коллектив туслă та кал-кал ĕçлесе пырать. Вĕсем тăрăшнипех кăçалхи 11 уйăхра 29 миллион тенкĕ ытла тавар туса кăларса турттарса кайнă. 

Цеха килсе кĕрсен пĕр тикĕссĕн ĕçлекен çĕвĕ машинисен сасси темле асамлă вăйпа ĕçленĕн туйăнать. Унăн умĕнче ларакан çĕвĕçсем те çав тери кăмăллă, шÿтлеме те ÿркенмеççĕ. Çĕвĕ машинисене вăрăм та сарлака цехра икĕ ретпе лартса тухнă, электричество çути çителĕклĕ. 
Ĕç хăрушсăрлăхĕпе çителĕклĕ тивĕçтерни пирки те каласа ăнлантарчĕ кунти бригада ĕçне йĕркелесе пыракан Л.Григорьева. Вăл каланă тăрăх ялсенчен çÿрекенсене ĕç хыççăн автобуспа тÿлевсĕр килĕсене леçеççĕ, çавăн пекех кăнтăрлахи апата та укçасăрах çитереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта Вăрмар поселокĕнчен кăна мар, Пинер, Аслă Чак, Карăкçырма, Шăплат, Чупай, Патти, Мăнçырма, Кивĕ Шулхан, Арапуç ялĕсенчен ĕçлеме килеççĕ. Ĕç хăрушсăрлăхĕпе туллин тивĕçтернипе те ĕç кал-кал пулса пырать. Вĕсен таварĕ вара çĕршывĕпех сарăлнă, ăна юратса туянаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика