17 декабря 2016 г.
_Preview.jpg)
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче тепĕр çемье яллă вырăнта çурт-йĕр хăпартма е туянма социаллă тÿлев илмелли свидетельство илчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Тихоновăн аллинчен хаклă документа Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Козяревсен çемйи тивĕçрĕ. Александр Иванович çамрăксене телей, ăнăçу, çĕнĕ çуртра хăтлă та ăшă пурăнмалла пултăр тесе сунчĕ.
«Патшалăх пулăшăвĕ çемьене çирĕплетессе, юратăва сыхласа хăварма, лайăх, ырă-сывă ачасем çитĕнтерме пулăшасса шанатăп», - терĕ А.Тихонов. «Ку вăл Çĕнĕ çул валли питĕ лайăх парне. Район администрацийĕ, республика пулăшман пулнă пулсан хамăрăн ĕмĕте - çурта хăпартса пĕтересси питĕ йывăр пулатчĕ. Кашни çемьерех çакăн пек савăнăç пултăрччĕ», - савăнăçне пытармарĕ Екатерина Владимировна.
2016 çулта ялта ĕçлесе пурăнакан çемьесемпе çамрăк специалистсене ?пурĕ 10 çемьене/ çурт-йĕр строительстви валли е туянма 6662,48 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар районне республика бюджетĕнчен 996,1 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çак суммăна шăпах Козяревсен çемйи тивĕçрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н. Шишкина.