АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çул Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ

17 декабря 2016 г.

Çитес çул Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ

Декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Кино тата Ĕççыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртнĕ.

2016 çулта отечествăлла тата наци кинематографне аталантарас тĕллевпе нумай пысăк проектсем пурнăçланнă. Савăнăçлă лару-тăрура Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче çĕнĕ кинозалсем уçăлнă, çывăх вăхăтра Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар районĕсенчи центрсенче уçма палăртнă.
2016 çул Чăваш Енре Ĕççыннин çулталăкĕ. «Пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисем хăрушă вăрçă хыççăнхи юхăннă çĕршыва çĕклеме пулăшнă, Раççей вăйлă çĕршыв пулнине ĕнентерме пултарнă. Пирĕн тĕп тĕллев - ĕççынни, Тăван çĕршывшăн чунтан парăнса ĕçлекен çинчен лайăх шухăшсем йĕркелесси», - тенĕ М.Игнатьев.
ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çул Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулĕ. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çинчен пĕлтерни кирек хăш саманара та вырăнлă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйту патшалăх шайĕнче чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулнă чухне вара пушшех те. Михаил Васильевич çăмăл мар пурнăç условийĕсенче ача çуратакан ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ, ăс-хакăлпа кăмăл пуянлăхĕ нимĕнле мулпа та танлашайми çинчен каларĕ.
Залра ларакансем умĕнче Раççей халăх, театрпа кино артисчĕ А.Михайлов сăмах тухса каларĕ, Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çитес çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине ырларĕ. А.Михайлов ÿкерĕннĕ «Мужики», «Любовь и голуби» тата ытти илемлĕ кинофильмсене халăх чăннипех те юратать. Залра ларакансем ăна уйрăмах тăвăллăн кĕтсе илчĕç. «Любовь и голуби» экран çине тухни 30 çул çитрĕ. А.Михайловăн фильмĕсене курса темиçе ăру та çитĕннĕ ĕнтĕ.
«Аттепе анне - пирĕн кашнин пурнăçĕнчи чи хаклă çынсем. Пуринчен те ытла вĕсем юратаççĕ пире, каялла нимĕн те ыйтмаççĕ. Шăпах аттепе анне пире тăван тавралăха, хамăрăн халăха, çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Атăлçи федераллă округра эпир арканакан çемьесен чи пĕчĕк кăтартăвĕпе иккĕмĕш вырăна тухрăмăр, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче çак кăтартупа саккăрмĕш позицине йышăнтăмăр. Шантарса калатăп: тата та ытларах çитĕнÿсем тăвăпăр», - палăртнă Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Ашшĕсен Канашĕн председателĕ В.Викторов.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи О.Зайцева республикăра çемье хаклăхĕсене упрас, çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та ăслă-тăнлă çитĕнтерес тĕллевпе чылай ĕç ăнăçлă пурнăçланса пынине каларĕ.
Республикăри старейшинăсен Канашĕн председателĕ Л.Кураков Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева регионта ăнăçлă пурнăç условийĕсем тунăшăн тав турĕ.
«Чăваш халăхĕн питĕ лайăх йăла-йĕрке пур - аслă ăрăва, атте-аннене хисеплесси, ламран лама куçса пыракан хаклăхсене упраса пурăнасси. Пĕрле эпир республикăна тата та ăнăçлăрах тăвасса шанатăп», - тенĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Угаслов.
Мероприяти вĕçленес умĕн республика çыннисене, хăнисене Мускавран килнĕ «Премьер-министр» ушкăн хаваслă юррисемпе савăнтарчĕ.
Вăрмар район делегацийĕ те Пăр керменĕнче Кино тата Ĕççыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уява хутшăнчĕ ?ÿкерчĕк çинче/. Район çыннисем пурте мероприятирен савăнăçлă кăмăл-туйăмпа хавхаланса таврăнчĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика