АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă

14 декабря 2016 г.

Спортпа туслă

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче «Родничок» ача садĕнчи аслă ушкăншăн питех те кăсăклă иртрĕ. Воспитательсем ачасен çемйисемпе пĕрле «Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи» уявĕ йĕркеленĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси.

Спорт - сывă пурнăçăн пĕр енĕ. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар. Ачаран спортпа туслă çын чирлемест. Вăл ĕçре те, вĕренÿре те тăрăшуллă пулать. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Çавăнпа аслисен çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартмалла. Çакнашкал уявсем çемьене çирĕплетеççĕ: ашшĕ-амăшĕн кăмăл-туйăмĕ çĕкленет, ача-пăча хĕпĕртет.

Пурĕ пилĕк çемье: Черновсем, Гавриловсем, Ивановсем, Михайловсем, Филипповсем хутшăнчĕç. Командăсем ултă ăмăртура тупăшрĕç. 3-мĕш вырăна - Гавриловсен тата Черновсен çемйисем, 2-мĕш вырăна - Ивановсен тата Филипповсен çемйисем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне Михайловсен çемйи тивĕçрĕ, вĕсене грамотăпа тата медальпе чысларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика