АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерер»

14 декабря 2016 г.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ тĕлне хатĕрленĕ пысăк мероприяти Вăрмарти ÿнер шкулĕнче декабрĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ. Мероприяти программинче концерт, «Кашни ача хăйне евĕр, ачасем вара пĕр тан» конкурс-курава хутшăннисене чысланă, фестивале чĕннĕ ачасене пылак парнесемпе сăйланă.

Фестивале юмахри персонажсем уçнă. Вĕсем пурте ырă ĕçсем тăвакан сăнарсем. Ыттисене яланах пулăшма чĕнеççĕ, уйрăмах сывлăхлă пулма пулăшас теççĕ.

Унтан вокал, хореографи, инструментал тата ытти жанрсем фестивале илем кÿнĕ. «Упраса хăварар» юрăпа Л.Ковалевская концерт программине уçнă. «Пирĕн кÿршĕ» тата «Хускану» савăнăçлă ташшисемпе çак шкула çÿрекен А.Колодзинскаяпа П.Антипова куракансене тыткăнланă. Е.Архипова, ÿкерме вĕренме çÿрекенскер, сăвва илемлĕ вуларĕ. И.Еруков аккордеон çинче тĕрлĕ кĕвĕсем вылярĕ. Районта иртнĕ «Евровидени» конкурсра Э.Казакова çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ, кунта вăл акăлчанла тата чăвашла юрăсем шăрантарчĕ. Кунта вĕренекен ытти ачасем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç.

Палăртас пулать, «Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерер» мероприяти ыркăмăллăх фестивалĕ шайĕнче иртнĕ. Ăна ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ, вăл райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕ, ача-пăча ÿнер шкулĕн коллективĕ пулăшнипе иртнĕ. Унтан райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов ачасене пурне те ăнăçу суннă, кунашкал мероприятисем ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Малашне те кун пек мероприятисем ытларах ирттерме палăртнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Д.ПРОХОРОВА, преподаватель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика