АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă та хастар йĕкĕрешсем

14 декабря 2016 г.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вунпĕрмĕш класра вĕренекен йĕкĕреш Кристинăпа Ксения Яковлевăсем хастар хĕрачасем пĕчĕкрен спортпа питĕ туслă. Мĕн 5 класран пуçласа паянхи кунччен чупаççĕ те чупаççĕ, пĕр ывăнмасăр, пур чунтан. Вĕсем кашни кун тăван Энтриялĕнчен чупса тухаççĕ те Пысăк Енккассинче ларакан шкул еннелле ăнтăлаççĕ кăна. Кунта вĕсене ăшă кăмăллă тренер Юрий Порфирьевич Архипов кĕтсе илет, виçшер-тăватшар сехет вĕсемпе тренировкăсем ирттерет.

Пултаруллă йĕкĕрешсем нихăçан та ăшă пÿртре компьютер умĕнче усăсăр ларса вăхăта сая ямаççĕ, уçă сывлăшра тÿлеккĕн чупса сывлăха çирĕплетеççĕ, шкулти, район тата республика шайĕнче иртекен çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче, эстафетăсенче хутшăнса малтисен ретĕнче пулма тăрăшаççĕ. Çак ăмăртусенче çĕнтерме нихăçан та çăмăл маррине, кашни çитĕнÿ питĕ йывăррине, спорт ÿт-пĕве те, кăмăла та пиçĕхтернине тĕпе хурса вĕсем кашни кун чупаççĕ. Эпĕ вĕсене яланах тĕл пулатăп, каçсерен уçăлма тухсан та, канмалли кунсенче аслă çул çинчен хулари ачасем патĕнчен килсе ялалла кĕнĕ чух та. Вĕсем çине пăхса ытараймастăн, икĕ çамрăк тиха пек пĕр тикĕссĕн, кал-каллăн хуть те мĕнле çанталăкра та чупса иртеççĕ, çав хушăрах яланах çепĕççĕн сывлăх сунаççĕ, илемлĕ те вăтанчăк куллине парнелесе хăвараççĕ.

Чупасси вĕсемшĕн сывлăхлă пурнăç, ăнтăлу пулса тăрать пулсассăн, шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырасси чи кирлĕ ĕç шутланать. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеççĕ, чи кирлĕ экзаменсене тивĕçлĕн тытса тухса, малалла аслă пĕлÿ илме шухăшлаççĕ, ĕмĕтленеççĕ.

Класс руководителĕ Т.Русакова класри 19 ачаран сăпайлă йĕкĕрешсем вĕренÿре те, спортра та, юрă-ташăра та, обществăлла ĕçре те яланах пултаруллă пулнине палăртать. Тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне кăтартнă май вĕсен дипломĕсем, грамотисем, тав хучĕсем нумай /40 яхăн/ пухăннă майăн, вĕсен тантăшĕсем çапла шÿтлеççĕ: «Кристинăпа Ксениян çĕнĕ портфолио пуçламалла ĕнтĕ. Диплом, грамотăпа тата темиçе пухмачă та тултарĕç-ха вĕсем, пĕрре те иккĕленместпĕр», - теççĕ. Дипломсемпе грамотăсемсĕр пуçне медалĕсем те çакăн чухлех вĕсен. Светлана Вячеславовнăпа Игорь Александрович Яковлевсен хăтлă та типтерлĕ çуртĕнче юратнă хĕрĕсен тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ медалĕсем валли çакса яма вырăн та çитми пулни паллах ĕнтĕ, йĕкĕрешсен 60 ытла медалĕсем куçа илĕртеççĕ. Вĕсем çине пăлханса та тĕлĕнсе пăхса тăнă майăн, çакăн чухлĕ наградăна çĕнсе илме мĕн чухлĕ вăй-хал, çирĕплĕх кирлине туйса илетĕн, çак çамрăк хĕрачасен чунĕсенче çавăн чухлĕ вăй-хал тапса тăнинчен тĕлĕнетĕн. Пĕтĕм наградисене хăçан, ăçта, епле çĕнсе илнине çырса та пĕтерейрес çук пулсан та, хăшĕсем пирки чарăнса тăрасах килет.

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаев космонавта халалланă спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак ăмăртусенче хĕрачасен хушшинче пыракан тĕрлĕ дистанцисенче чупса Кристинăпа Ксения яланах пĕрремĕш вырăнсем йышăнса дипломсемпе медальсем çĕнсе илеççĕ. Район шайĕнче иртекен ăмăртусене йĕкĕрешсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, активлă хутшăнаççĕ. 2002 çултанпа Вăрмар районĕнче Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн С.Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртеççĕ. Кăçал ăмăртăва Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнипе, Раççейри пушар хуралĕ 367 çул тултарнипе тата Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин системинче пушар хуралĕн çулталăкĕ пулнипе çыхăнтарнă. Çак ăмăртусене хутшăнса - Ксения, çавăн пекех СССР спорт мастерĕн Н.Гренадерскийĕн ятне асра тытса ирттернĕ çăмăл атлетсен кросĕсенче хутшăнса - Кристина пĕрремĕш вырăнсем йышăнса кубок, диплом, медаль çĕнсе илнĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата ун тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 87 çул çитнĕ ятпа «Советская Чувашия» хаçатăн 78-мĕш эстафета чупăвĕн çăмăл атлетика енĕпе иртекен çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнса Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак çитĕнÿре йĕкĕрешсен тÿпи те питĕ пысăк. Хăйсем тăван шкулăн чысне хÿтĕлесе çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тума пултарнишĕн вĕсем питĕ хавас. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп стадионта Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ-2016» чупу кунне хутшăнса та парнесемпе призлă вырăнсем илме тивĕçлĕ пулнă. Хастарскерсем республикăра, ун тулашĕнче иртекен ăмăртусенче те активлă хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Акă кăçал Тутар Республикинче иртнĕ çăмăл атлетсен кросĕнче те 1999-2000 çулта çуралнă хĕрачасен хушшинче мала тухассишĕн иртекен ăмăртура 2 км дистанцине чупса тухса иккĕмĕш степеньлĕ диплома тата медале тивĕçнĕ вĕсем. Маттур хĕрачасен лайăх кăтартăвĕсене хисепе хурса Вăрмар районĕн администраци пуçлăхĕн 2015 çулхи августăн 24-мĕшĕнче кăларнă 530-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн Кристинăпа Ксения Яковлевăсем ятран паракан стипендийĕсене илме свидетельствăна тивĕçлĕ пулнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика