14 декабря 2016 г.
Декабрь уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Час кода» ятпа çулсеренех иртекен акци кăçал 3-мĕш хутчен старт илнĕ.
Ăна шкулта вĕренекенсен информатикăпа программировани патне кăсăклану туртăмне пысăклатас тĕллевпе ирттереççĕ. Йĕркелекенĕсем - Раççей вĕрентÿпе наука тата массăллă коммуникаципе çыхăну министерствисем. «Информаци технологийĕсемпе çыхăннă ĕç-хĕл сферине вĕренекенсене кăтартасси - пирĕн тĕп тĕллев, - пĕлтерет РФ массăллă коммуникаципе çыхăну министрĕ Н.Никифоров, - кунпа пĕрлех ача пуласлăхра хăш профессие суйласа илесси те пĕлтерĕшлех мар, мĕншĕн тесен экономикăн цифрăсен ĕмĕрĕнче суйласа илнĕ тĕп специальноçпа пĕрлех информаци технологийĕсемпе тачă çыхăнура пулмалла, вĕсемпе çăмăллăнах усă курма пĕлмелле, унсăрăн ыттисемпе конкурентлă пулма йывăр».
Акцие йĕркелекенсем виçĕ ÿсĕмри ушкăна шута хурса ятарлă видеоурок тата тренажер хатĕрленĕ, вĕрентекенсем валли методика пособийĕсене кăларнă. Çавăн пекех ачасене пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыракан информаци технологийĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантараççĕ.
Паянхи куна илсен акцие 2 миллион ытла çын хутшăннă та ĕнтĕ. Чăваш Енри шкулсем те çав шутрах.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР массaллa коммуникаципе информаци политикин министерстви