АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх таса пултăр

14 декабря 2016 г.

Ялсенчи урамсенче, çырмасенче ăпăр-тапăр куписем илемсĕр, асар-писер выртни тахçантанпах çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паянхи пурнăç условийĕсенче ăпăр-тапăр калăпăшĕ те пысăк. Акă Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем тăван тавралăха тасалăхра тытас тĕллевпе ял çыннисемпе активлă калаçусем ирттереççĕ. Пурте лайăх ăнланатпăр, тасалăхра пурăнасси кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ, апла пулин те ăпăр-тапăр куписем пуçтарăнса каяççĕ.

Акă иртнĕ кунсенче «Водоканал» тулли мар яваплă обществăпа Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕ хушшинчи килĕшÿ тăрăх Чулкас тата Кивĕ Мăнтăр ялĕсенчи ăпăр-тапăр куписене пуçтарса полигона тиесе ăсатнă, тавралăха тасатнă.

Çитес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май тăван тавралăха тасалăхра тытасси çине тата та пысăкрах тимлĕх уйăрасса шанатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.Семенова, ял тaрaхeн пуcлaхeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика