14 декабря 2016 г.
Электричествăсăр паянхи пурнăçра нимĕнле те пурăнаймастпăр. Электричество çутисĕр, килти ăшă батарейăсемсĕр, хăтлăхсăр çыннăн пĕр кунĕ те иртмест. Цивилизаци ырлăхне çын питĕ хăвăрт хăнăхать, çакна кура усă куракан электроэнерги шучĕ те ÿсет. Ăна вара перекетлемелле. Электроэнергие перекетлесси çĕршыв, пирĕн шкул, çемье шайĕнчи пурне те пырса тивекен актуаллă ыйтусенчен пĕри, çавăнпа та эпир ăна ытларах тимлĕх уйăратпăр.
Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Пĕрле перекетлетпĕр» /«Экономим вместе»/ ятпа электроэнерги перекечĕн эрни иртнĕ.
Эрнелĕх вĕрентекенсемпе шкул ĕçченĕсем хушшинчи хутшăну сехетĕнчен пуçланнă, ăна шкул директорĕ А.Мирошкина ертсе пынă. Ун хыççăн шкулта «Электричествăпа ăшша перекетлетпĕр» ятпа рейд ирттернĕ. Рейд вăхăтĕнче классемпе шкулти ытти пÿлĕмсене ăшă тарасран хупланине, çавна май электроэнергипе перекетлĕ усă курнине палăртнă.
Электроэнергипе перекетлĕ усă курасси пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарса пама чăваш чĕлхипе литература учителĕ Н.Яндутова 5-6-мĕш класс ачисемпе «Энергие перекетлесси пирĕн пурнăçра» /«Энергосбережение в нашей жизни»/ ятпа калаçу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕрентекен ачасене электричествăсăр паянхи пурнăç питĕ йывăр пулма пултарни çинчен, унăн производстви тăван тавралăха сиен кÿни пирки каласа панă.
Мероприяти вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тунă: электроэнергипе пурин те перекетлесе усă курмалла, этемлĕхĕн те, кашни çыннăн уйрăм та.
Электричество токĕпе пĕлсе усă курмаллине 8 класра вĕренекенсене А. Шамукова физика учителĕ ăнлантарнă, вăл «Электричество приборĕсемпе усă курасси» темăпа урок ирттернĕ. Урокра энергие перекетлесе усă курмалли лампочкăсене туса кăларма пуçланă историне уçăмлатнă, вĕренекенсем вара кулленхи пурнăçра электроэнергине перекетлемелли хăйсен майĕсене пĕлтернĕ. Уйрăмах электричествăна сахал пĕтерекен лампочкăсем, вĕсен çитменлĕхĕсемпе лайăх енĕсем кăсăклантарчĕç вĕсене.
«Пĕрле перекетлетпĕр» эрнелĕх шайĕнче 7 класс ертÿçи В.Адякина «Электроэнергие перекетлĕр» темăпа информаци сехечĕ ирттернĕ. Валентина Алексеевна вĕренекенсене килти тата шкулти условисенче энергине упрамалли çинчен каласа панă. 7-мĕш класс ачисем çак темăна интересленсех сÿтсе явнă.
Электричествăпа перекетлĕ кăна мар, асăрхануллă та пулмалли пирки ăнлантарса панă май 1-4 классенче вĕренекенсене «Электричество тĕнчинче» темăна çутатса панă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çак темăпа презентаци те курма пултарнă. Çакăн евĕр мероприяти ачасемшĕн çав тери усăллă пулчĕ, вĕсем электричествăпа перекетлĕ усă курмаллине ăнланса илнине халĕ хăйсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетсе параççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.Михайлова, вeрентекен.