АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтнине вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлаççĕ

14 декабря 2016 г.

Халăх ыйтнине вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлаççĕ

Районти тĕрлĕ шайри предприятисене тăтăшах тухса çÿрени вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашма май парать. Ку хутĕнче эпир малтан пулнă Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики территорийĕнче И.Федоров вак предпринимательлĕхне йĕркелесе янă «Уют» тулли мар яваплă обществăра пултăмăр.

2003 çултанпа корпуслă сĕтел-пукан ăсталассипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ кунта çамрăксем. Игорь Михайловичшăн вара çакă чуна çывăх та пĕлсе тăвакан ĕç, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче вăл Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче хатĕр продукцие вырнаçтарас енĕпе инженер пулса тăрăшнă. Чуна çывăх пулсан вара çын хăйĕн ĕçне юратса тăвать. Çакна вăл кашни килекен клиент ыйтăвне туллин те кĕске вăхăт хушшинче тата пысăк пахалăхпа саккассене пурнăçлассипе кунсерен çирĕплетсе парать. Паянхи рынок тапхăрĕнче алă усса лармаççĕ вĕсем. Акă, ĕç процесне лайăхлатма тесе «Вăрмарти пасар» МУПăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен /КБО/ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче салон уçнă. Унта унăн мăшăрĕ Эльвира Григорьевна клиентсен саккасĕсене йышăнать, компьютер çине кĕртет. Обществăра та хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем Игорь Михайлович директор ертсе пынипе пĕрмаях çĕннине пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ. Хваттерти тата уйрăм кил çуртри кухньăсене е прихожăйсене вырнаçтармалли шкапсем, чĕнтĕрлесе тунă краватьсем, тĕрлĕ калăпăшлă комодсем, япаласем хумалли стенкăсем, кил-çуртра кирлĕ тата ытти япаласене те клиента хăйне кирлĕ калăпăшпа ăсталаса параççĕ. Хатĕр продукцие хăйсен транспорчĕпе илсе килсе вырнаçтараççĕ. Кунсăр пуçне юлашки вăхăтра районти ача-пăча сачĕсемпе, шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕрлĕ заказĕсене аукцион урлă пурнăçлаççĕ. Район тулашĕнчисем те вĕсем çинчен пĕлеççĕ, саккассем параççĕ. «Хальхи вăхăтра çынсем сĕтел-пукана хăйне кирлĕ калăпăшпа саккас парасси аталансах пырать. Кашни япала хăй вырăнĕнче пулсан, тăпăл-тăпăл вырнаçсан кил-çуртра та хăтлă. Калас пулать, чи кирли ĕнтĕ вăл - пĕр вĕçĕмсĕр клиентсем пулни. Пирĕн тĕллев вара вĕсен саккасĕсене туллин те кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлассине тĕпе хурса ĕçлесси», - палăртать кăмăллăн И.Федоров. Район хаçачĕпе те яланах туслă вĕсем. Иртнĕ çул лотерея вылявĕ ирттерме те спонсорла пулăшу кÿнĕ.

2016 çулта вĕсен таварçаврăнăшĕ 1млн та 478 пин тенкĕпе танлашнă. Çак кăтарту сахал мар. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарни районшăн курăмлă. Кунашкал предприятисем тÿлекен налук район бюджетне пуянлатать, çавăнпа та вĕсене пулăшу парса пыни те пĕлтерĕшлĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика