АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчев ĕçĕсемпе палăрнă

14 декабря 2016 г.

Тĕпчев ĕçĕсемпе палăрнă

Декабрĕн иртнĕ кунĕсенче Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин «Эткер» шкул тулашĕнчи ĕçсен центрĕнче экологи предмечĕпе республикăри наукăпа практика конференцийĕн финалĕ иртнĕ.

Конференцие Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчи тата Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен представителĕсем хутшăннă. Эксперт комиссийĕн йышĕнче ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин, «Вăрман хуралĕн Раççейри центрĕ» ФБУ специалисчĕсем, «Присурский» заповедник методисчĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕсен тата республикăри ытти аслă вĕрентÿ заведенийĕсен профессорĕсемпе преподавателĕсем, Раççейри кайăксене сыхлакан Канашăн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка районĕсенчи биологи вĕрентекенĕсемпе методисчĕсем, çавăн пекех «Эткер» шкул тулашĕнчи ĕçсен центрĕн методисчĕсем пулнă.

Вăрмар районĕнчен çак конференцине Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсен 9 тĕпчев ĕçне тăратнă пулнă. 10 «в» класра вĕренекен К.Иванова «Лесоведение и лесоводство» номинацире 1-мĕш /наставникĕ К.Николаева/, 11 «в» класра вĕренекенсем Н.Капитонова «Окружающая среда и здоровье человека» номинацире тата Е.Эверскова «Мониторинг и биоиндикация. Геологические исследования» номинацире 2-мĕш /наставникĕ Н.Кузьмина/, 8 класра вĕренекен В.Иванова «Охрана и восстановление водных ресурсов» 3-мĕш /наставникĕ Ю. Прокопьева/ вырăнсене тивĕçнĕ. 9-мĕш класри Ю.Николаева «Экология животных» номинацире дипломант пулнă, наставникĕ К. Николаева.

Источник: "Учительская газета"

Первоисточник: Н.КУЗЬМИНА, вeрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика