АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă ача - пулас пурнăçăн никĕсĕ

10 декабря 2016 г.

Сывлăхлă ача - пулас пурнăçăн никĕсĕ

Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, чи нумай тата аван ĕçлесе пыракан ача-пăча поликлиникисем пурте Чăваш Республикинче вырнаçнă.

Район больницин ача-пăча поликлиникинче вăй хуракансем ачасем сывлăхлă ÿсчĕр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Кунта вăй хураканăн этемĕн органĕсене, чирĕсене витĕр пĕлсе сиплеме пултарнисĕр пуçне çынпа калаçма та, кирлĕ сĕнÿ пама та пĕлмелле-çке. Кунти пĕтĕм ĕç-пуçа район педиатрĕ пулса /малтанласа çирĕплетнĕ участок педиатрĕнче ĕçленĕ/ Л.Чупракова 2008 çултанпа райбольницăн тĕп врачĕ В.Кириллов пулăшнипе ăнăçлă йĕркелесе пырать. Пултаруллă 4 участок педиатрĕпе 5 участок медицина сестри, процедурăсем тăвакан тата сывă ача кабинечĕн медсестрисем район больницин ача-пăча поликлиникин уйрăмĕнче районти 4403 ачан сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе-сиплесе тăраççĕ. Сывлăхне тĕрĕслеме е сипленме килекене медрегистратор медицина кĕнекине тупса парать тата талон çырать. Кулленех 2 санитарка кунти тасалăхшăн тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2012 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче тухнă 1346 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн тин çуралнисенчен пуçласа 17 çул тултарнисем таран диспансеризаци кăларассипе тимлеççĕ. Çакă паянхи кун 89 процентпа танлашать. Районти 2989 ачана грипп чирĕнчен вакцина тунă. Ашшĕ-амăшĕсенчен тĕрлĕ сăлтавсене пула хăйсен ачисене прививка тутарманни те пур. Çавăн пекех эрнесерен районти ял тăрăхĕсене тухса çÿреççĕ, хăйсене çирĕплетсе панă участоксенчи ачасен сывлăхĕсене тĕрĕслесе тăраççĕ. Уйăх тултаричченхи ачасем патне килĕсене çÿреççĕ /патронаж/. Участок педиатрĕ кашни кун ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кунта пулăшу ыйтма килекен 25 ачан /çакă планпа пăхни/ сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Ача сывлăхне тĕрĕслеттермешкĕн е сипленмешкĕн кунсерен 4 кабинет ĕçлет. Врачсемпе медицина сестрисем хăйсене çирĕплетсе панă участоксенчи ачасемпе яланах çав тери тимлĕ. Акă, 201 кабинет. Кунта ача-пăча поликлиникин заведующийĕ Л.Чупракова /вăлах участок педиатрĕ те/ приема хăйĕн 5 уйăхри тĕпренчĕкĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме килнĕ амăшне йышăнать. Ачан сывлăхĕпе тĕплĕн кăсăкланать, унăн ыратăвне ăша хывса ăнланма пултарать. Людмила Витальевна пулăшуçи аслă медицина сестри О.Павлова палăртнă тивĕçĕсене вăхăтра, пахалăхлă пурнăçласа пырать.

Ача çирĕп сывлăхлă та тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕнтĕр теççĕ тухтăрсем. Мĕншĕн тесен çирĕп сывлăх вăл - пулас пурнăçăн никĕсĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика