АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă

10 декабря 2016 г.

Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă

Поселок центрĕнче апат-çимĕç продукцийĕпе тивĕçтерекен суту-илÿ лавккисем темиçе те. Кашни туянаканăн хăйне килĕшекен лавкка, сутуçисем пур пулĕ. Мана вара пуринчен ытла райпон «Заря» лавкки кăмăла каять. Ыттисем те манпа килĕшеççĕ пулĕ. «Заря» гастрономра сентресем яланах тĕрлĕ-тĕрлĕ таварпа тулли, продукци пахалăхĕ те, ассортименчĕ те пысăк. Сутуçисем те пурте кăмăллисем пĕр çĕре пуçтарăннă тейĕн. Тавар туянакансемпе вĕсем яланах тимлĕ, мĕн ыйтнине çийĕнчех тупса параççĕ. Çынсем хăйсене килĕшекен продукта хăйсемех суйласа илейреççĕ. Наталья Дмитриевна лавкка заведующийĕ сутуçăсен ĕçĕпе, кунти таварçаврăнăшĕпе кăмăллă. Кунне 40 пин тенкĕлĕх тавар сутăнать «Заря» лавккара. Кунта тăрăшуллă Зинаида Антонова, Ольга Корнилова /ÿкерчĕк çинче/, Елена Федорова, Наталья Казанова ĕçлеççĕ. Гастрономра ытларах Чăваш Енре тавар туса кăларакансен, Вăрмар райповĕн продукцине кÿрсе килеççĕ. Çавăн пекех килти сĕте те туянма пулать кунта. «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен эрнере виçĕ хутчен ирхи сĕте кÿрсе килеççĕ. Çынсем сĕт илме хăйсен савăчĕсемпе те килме пултараççĕ. Пĕр литр сĕте 30 тенкĕпе туянма пулать. «Заря» гастроном ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 9 сехет таранччен ĕçлет.

Чăвашпотребсоюз, Вăрмар райповĕ тата «Единая Россия» парти пурте пĕрле «Ачасене - шоколад» ятпа акци ирттереççĕ. «Заря» гастрономра тата райпон ытти лавккисенче çынсем шоколад туянса ăна ятарлă ещĕке яма пултараççĕ, пурнăç условийĕсене пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене шоколадпа савăнтарайраççĕ. Çак акцие хутшăнни ыркăмăллăх утăмĕ пулĕ. Ырă туни вара çĕре ÿкмест.

Источник: "Учительская газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика