07 декабря 2016 г.

Кăçалхи ноябрĕн 16-18-мĕшĕсенче Шупашкарти 9-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен шкулĕн бассейнĕнче шывра ишессипе хĕллехи чемпионат тата республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.
Тупăшăва 15 район тата хула командисем хутшăннă. Пухăннисене ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ В.Головин, çак шкул директорĕ И.Воронов /ÿкерчĕк çинче/ саламланă. Пирĕн ентеше, Вăрмарти «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ăсталăх пухнă, 2015 çулхи декабрьте Волгоградра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă И.Голубева /тренерĕсем Л.Середкина, И.Алешин/ çакна ĕнентерекен удостоверени панă. Ăмăрту питех те çивĕч иртнĕ. 42 комплект çĕнсе илессишĕн кашниех мĕнпур тăрăшулăхне панă. Халĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен В.Твердова 200 метрлă дистанцие брасспа 3.02.93 минутра ишсе тухнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн ентешсем, Раççей спорт мастерĕсем И.Голубевпа О.Иванова уйрăмах пысăк çитĕнÿ тунă. Вĕсем иккĕшĕ те çак шкулта вĕренеççĕ. И.Голубев 400 тата 800 метрлă дистанцисене ирĕклĕ майпа, 200 метра комплекслă, 100 метра баттерфляй енĕпе ишсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. О.Иванова 50, 100, 200 метрлă дистанцисене çурăм çинче, 100 метра ирĕклĕ майпа ишсе пĕрремĕш вырăнсене тухнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.