АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни çĕре ÿкмест

07 декабря 2016 г.

Ырă туни çĕре ÿкмест

«Çут тĕнчере пур çын та пĕр тан», - тетпĕр. Анчах Çÿлти Турă телейне кашнине пĕр пек валеçсе памасть. Тĕрĕссипе каласан вара çак сăмахăн пĕлтерĕшне кашниех тĕрлĕрен ăнланать-тĕр. Пĕрремĕшĕсемшĕн - тăван-хурăнташ çумра пулни, иккĕмĕшĕсемшĕн - мул, тупра темрен хаклăрах, виççĕмĕшĕсемшĕн вара ирсерен сар хĕвел çутипе вăранса çынсене ырă тăвасси тĕпре. 

Çулсеренех, декабрĕн 3-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчипех инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Ку чухне общественноçа сусăрсен тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтса аса илтерни те пулать çакă. Çак тĕллевпех районти тĕп библиотекăра тÿрремĕнех вĕсемпе тачă çыхăнса пулăшу паракан структурăсенчи яваплă çынсем пухăннă. Пирĕн паянхи обществăшăн çак кун питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен сусăр çынсем мĕнпур йывăрлăхсене пăхмасăрах тĕлĕнмелле чун вăй-хăвачĕ иксĕлми пулнипе палăрса тăраççĕ, кирек епле лару-тăрура та çитĕнÿ патне туртăнаççĕ. Вĕсем пурнăçа юратни тата вĕсен пурăнас хевте калама çук пысăк пулни сыввисемшĕн тепĕр чух тĕслĕх вырăнĕнче те теессĕм килет. Районта паянхи кун 1890 сусăр çын, çав шутра шкул çулне çитмен 41 инвалид ача. Уйрăмах кăмăллă, юлашки çулсенче патшалăх вĕсен пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçларĕ. Ку енĕпе районта «Доступная среда» программа ăнăçлăн ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен тĕрлĕрен ачасем вĕреннине шута илсе класс пÿлĕмĕсенче кирлĕ пек юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Тĕслĕхе Мăнçырма ялĕнчи шкулта пур условисене шута хурса сенсорлă кабинет ĕçлет. Районти учрежденисемпе предприятисене тата организацисене кĕнĕ çĕртре пандуссем вырнаçтарнă. Районти тĕп больницăн регистратурин пĕчĕк чÿречине те сусăр çынсене шута хурса йĕркеленĕ. Вĕсен социаллă пулăшу пуххине - санаторипе курорт сиплевĕн путевкине, тÿлевсĕр эмеле, хулаçум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿрессине е вĕсем укçа эквивалентне суйласа илме пултараççĕ. 
Сусăрсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. ЧР 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 100 ытла çын ĕçлекен 5 организацире 14 сусăра ĕçпе тивĕçтернĕ; 35 çынран пуçласа 100 çын ытла вăй хуракан 9 организацире - квотăпа 9 çын валли килĕшÿ çирĕплетнĕ, вĕсенчен 8-не ĕçе вырнаçтарнă. Кăçал ЧР республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пĕр сусăр çынна уйрăм çын предприниматель патне ĕçе вырнаçма май тунă. Пурне те тимлĕх уйăраççĕ. 
Ĕçпе юнашар кану тетпĕр. Районта иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Кунпа пĕрлех район тулашĕнче иртекен тĕрлĕ енлĕ мероприятисене тухса çÿреççĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕ пулăшать, çула кайма транспорт уйăрать. Тĕп библиотека çумĕнчи уйăхсерен иртекен «Сударушка» клуба çÿреççĕ. Тĕрлĕ алă ĕçĕсем тăваççĕ, çак кун библиотекăра хăйсем ăсталанă ĕçсенчен курав йĕркеленĕ. «Парне» ушкăна йĕркелесе пыракан Г.Матвеева баянист /хăй те Аслă Чак ял тăрăхĕнчи сусăрсен организацийĕн председателĕ/ «юрă - чун туртăмĕ» ятпа юрăсем шăрантарчĕ. 
Юлашкинчен тĕл пулăва пухăннисене вĕри чейпе, тутлă кукăльпе сăйларĕç. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин ЧР обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Э.Борисова пирĕн районта çак сăваплă ĕçе 8 çул чун ыйтнипе пурнăçласа пырать. Эмма Михайловна мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсене - «Майя», «Влад», «Гермес» тулли мар яваплă обществăсене, «Татьяна» лавккана, «Вăрмар пасарĕ» МУП, «Урмарытеплосеть» МУП, «Аптека» ИП М.Петровăна пĕтĕм инвадидсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. 


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика