07 декабря 2016 г.
А.Тихонов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Путинăн Федераллă Пухăвне янă Çырăвне хаклать.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин Федераллă Пухăва Çырупа тухрĕ. Ку РФ Патшалăх Думин çĕнĕ йышĕ умĕнчи пĕрремĕш Çыру пулчĕ, Президентшăн вара - 13-мĕш. В. Путин пысăк технологиллĕ медицина, хуласене тирпей-илем кĕртес, инвестицисемпе ыркăмăллăх тата ытти темăсене те хускатрĕ. Вăл çĕршывра перинаталь центрĕсен строительствине малалла тăсасси, санавиаци службине çĕнĕ хатĕрсемпе пуянлатасси, врачсен справкăсем хатĕрлессипе çыхăннă ĕçне çăмăллатасси пирки каланă. В.Путин Çырура социаллă сфера çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çавăн пекех вĕрентÿ темине хускатнă май вăл ачасен лайăх, меллĕ условисенче вĕренмеллине палăртнă. Çак енĕпе районта пысăк ĕçсем пулса иртеççĕ. Çулсеренех районта спортзалсене реконструкцилеççĕ, ăшă туалетсем хăтлăлатаççĕ тата ытти те. Паянхи кун тĕлне Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш класс ачисене вĕрентмелли корпусĕнче тĕп юсав ирттереççĕ.
2017 çул - Экологи çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕ Раççей Президенчĕ. Вăл каланă тăрăх, Раççейĕпех таса мар территорисене тирпей-илем кĕртес, ăпăр-тапăр куписене пĕтерес тĕллевпе ĕçлемелле. Çак енĕпе пирĕн районта та нумай ĕçлемелле пулĕ.
Президентăн Федераллă Пухăвне яракан Çырăвĕ иртсе каякан çула пĕтĕмлетет, çавăнпа пĕрлех пирĕн валли çĕнĕ тĕллевсем палăртать, вĕсене, шанатпăр, пурнăçлама пултарăпăр».
К.НИКОЛАЕВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологи предметне вĕрентекен:
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнине тимлĕн итлерĕм. Унта инженери ĕçĕпе тĕпчев культурине практика урлă аталантармаллине асăнчĕ. Тепĕр 2 çул хушшинче Раççейре ача-пăча технопаркĕсен шучĕ 40 çитмелле. Талантлă ачасем валли «Сириус» вĕрентÿ центрĕ ăнăçлă ĕçлет. Кашни ачан хăйне евĕр туртăм пур. Ăна тупса палăртасси - пирĕн тĕллев, çакăнта вара - Раççей ăнăçлăхĕ. Акă РФ вĕрентÿ министрĕ О.Васильева шкулсенче ытларах пахча ĕçĕсемпе çыхăннă ĕç урокĕсене каялла кĕртмеллине каланă. Олимпиадăсенче те нумай чухне практика турĕсем çине пăхаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах практикăра ачан ку е вăл темăна мĕнле ăнланни палăрать. Çавăнпа та ытларах чухне ачасене практика кирлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"