АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх ветеринари аптеки - 2015»

07 декабря 2016 г.

«Чи лайăх ветеринари аптеки - 2015»

2002 çулта пирĕн район центрĕнче çав тери пĕлтерĕшлĕ те çынсене кирлĕ суту-илÿ вырăнĕ уçăлчĕ. 

Поселокри автовокзалпа юнашарах вырнаçнăскертен паянхи кун та çын талма пĕлмест. Сăмахăм Вăрмар райповĕн ветеринари аптеки пирки пырать. Акă 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх çак ветеринари аптеки Чăваш Республикинчи потребкооперацин чи лайăх аптеки ята çĕнсе илнĕ. Аптека мĕн уçăлнăранпах кунта пĕр улшăнмасăр ăш-пиллĕ те тарават Надежда Николаевна Петрова /ÿкерчĕк çинче/ тата 2003 çултанпа çынсен кăмăлне юрама, вĕсем мĕн ыйтнине туллин тивĕçтерме пултаракан Надежда Викентьевна Степанова ветеринари тухтăрĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Хусанти ветеринари институтне вĕренсе пĕтернĕ, ветеринари тухтăрĕ специальноçа алла илнĕ. Хăйсен нушипе килнĕ çынсене икĕ Надежда пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Мĕн ыйтнине, кирлине тупса параççĕ, çынсене пĕр сăмахранах ăнланаççĕ, хăш чĕрчуна е выльăха мĕнле эмел парса сыватмаллине пĕлеççĕ. Кашни 5 çулта Надежда Николаевнăпа Надежда Викентьевна квалификацине ÿстермелли курссенче вĕренеççĕ, пĕлĕвне ÿстереççĕ. Пурнăç условийĕсем улшăнса пынă май çынсем тĕрлĕрен-тĕрлĕ чĕрчунсем ?тинĕс сысни, шиншилла, арлан, попугай тата ытти те/, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çакна кура аптратакан чирсем те тĕрлĕрен пулаççĕ, улшăнса пыраççĕ. Надежда Николаевнăпа Надежда Викентьевна ветеринарин тĕрлĕ справочникĕсемпе паллашсах тăраççĕ, çĕннинчен юлмаççĕ. Вăрмар райповĕ вĕсем валли ятарласа «Ветеринария» журнал çырăнса парать. Çак журнал та вĕсене пурне те пĕлме пулăшать. 
Кулленех миçе çын кĕрсе тухмасть пулĕ ветаптекăна! Кашни çынна тĕрĕс сĕнÿ-канаш параççĕ, хăш эмеле мĕнле майпа миçе миллиграмм ĕçтермеллине йăлтах ăнлантараççĕ. Уйрăмах çулла çын нумай килет. Кунсерен туянакансене кирлĕ эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та лăплантарма май тупаççĕ ăш-пиллĕ хĕрарăмсем. Ял çыннин шанчăкĕ ытларах выльăх-чĕрлĕхре вĕт. Мăйракаллă шултра выльăх чирлесе ÿкни уйрăмах пăшăрхантарать ăна. Вăрмар райповĕн ветеринари аптекине килсен вĕсем хăйсен ыратăвне каласа памасăр нимĕнле те чăтаймаççĕ. Сутуçăсем ăшă сăмахпа лăплантарсан, кирлĕ эмел туянтарсан лавккаран вĕсем çĕкленÿллĕ туйăмпа тухса каяççĕ. Ветеринари аптеки препаратсемпе, тĕрлĕ хутăшсемпе чăннипех те пуян. Хуть те хăш япала çук пулин те ăна саккас мелĕпе кĕске вăхăтрах тиесе килеççĕ, çынсене мĕн ыйтнипе тивĕçтереççĕ. Сутуçăсем кашни уйăхрах плана ирттерсе тултараççĕ, халăхшăн ĕçлеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика