АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшăпа тимлĕх парнелер

03 декабря 2016 г.

Ăшăпа тимлĕх парнелер

Анне - çĕр çинчи чи хаклă та юратнă, чунтан-чĕререн парăннă çын. Çавăнпа та эпир кашни çулах Амăшĕн кунне паллă тăватпăр. Ку вăл чи тыткăнлакан уявсенчен пĕри. 

Ахальтен мар ĕнтĕ эпир кашниех мĕн пĕчĕкрен хамăр чĕрере юратнă анне сăнарне упраса пурăнатпăр. Кашни çулах Вăрмарти ача-пăча библиотекинче çамрăк вулакансемпе пĕрле Амăшĕсен кунне паллă тăвасси ырă йăлана кĕчĕ. Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче ача-пăча библиотекине Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 2 «В» класра вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕпе Н.Максимовăпа, амăшĕсемпе пĕрле пухăнчĕç. Библиотекарьсем кунта пухăннисене уяв историйĕпе, «Юратнă анне сăнарĕ» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă. Шкул ачисем сăвăсем каларĕç, амăшĕсене саламларĕç, «Пирĕн аннесем пуринчен те лайăххисем» инсценировка, спорт ташши кăтартса пачĕç. Ачасем пĕтĕм чунтан «Анне, пул манпа юнашар» юрă шăрантарнă чухне залра шăплăх хуçаланчĕ. Уяв малалла ачасемпе амăшĕсем конкурссене хутшăннипе тăсăлчĕ. Юлашкинчен ачасем амăшĕсене хăйсен аллисемпе тунă парнисене пачĕç. Тĕл пулу çакăн пек сăмахсемпе вĕçленчĕ:«Атьăр-ха, хамăрăн тăвансене, юратнă та ăшă кăмăллă аннесене нихăçан та манмастпăр!»                     

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г. Петрушкова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика