03 декабря 2016 г.

Шкул çулне çитмен ачана кăмăл-сипет, патриотизм тĕлĕшĕнчен воспитани парса çитĕнтересси - йывăр педагогика процесĕ. Тĕп вырăнта - Тăван çĕршыва юратни. Çак юрату туйăмĕ ачара çемьери хутшăнусенчен, аттепе аннене, кукамайпа кукаçине, асаттепе асаннене юратнинчен пуçланать. Ку вăл ачана тăван килпе, йĕри-тавралăхпа çыхăнтаракан тымарсем. Тăван çĕршыв туйăмĕ ачара йĕри-тавра курнипе хавхаланса ÿснинчен пуçланать. Пĕчĕк ача нумай япалана ăнланса пĕтереймест пулин те, анчах та ачаллах йĕри-тавра пулса иртнине туйса ÿсни патриот пулса çитĕнме пулăшать. Ачасене патриот пулса çитĕнтерессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ача сачĕсемпе шкулсенче. Пирĕн «Колосок» ача садĕнче те патриотизмла воспитани парасси тĕп вырăнта. Тăван поселок, унăн историйĕпе уявĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем. Шкула кайма хатĕрленекенсен ушкăнне çÿрекен ачасем Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Тăван çĕршыва - тавтапуç» утренник ирттерчĕç. Вĕсем курма килнисем валли Тăван çĕршыв, Чăваш Ен çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем ирттерчĕç, Мининпа Пожарский паттăрсем çинчен пĕлчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: О.Александрова воспитатель, Ф.Васильева музыка руководителe.