03 декабря 2016 г.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чаплă лару-тăрура кадет ятне 4-мĕш класра вĕренекен 14 ача тивĕçнĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура саламлама вĕсене Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пысăк Енккассинчи шкул директорĕ Г.Архипова, кунти вĕрентекенсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем килнĕ.
«Çамрăксене çарпа патриотизмла воспитанийĕ парас ĕç тытăмĕнче кадет юхăмĕ паллă вырăн йышăнса тăрать. Унта хутшăнни арçын ачасемпе хĕрачасене кăмăл çирĕплĕхне аталантарма, дисциплинăна пăхăнма, пысăк яваплăхлă пулма, юлташлăх туйăмне ăша хывма тата хăйĕн çинчен шутламасăр çынсене пулăшма хатĕр пулма вĕрентет», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Пирĕн районта та кадетсен юхăмĕ чылайранпа хăйне ырă енчен кăтартать. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти кадетсем районта, республикăра иртекен кашни мероприятинех активлă хутшăнаççĕ. Чылай енĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе эпир мухтанатпăр. Çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр. Акă аслă классенче вĕренекен кадетсем тин кăна кадет ятне илнĕ 14 арçын ачапа хĕрачана çак сумлă ята илнĕ ятпа саламланă. Кадет класĕнче вĕренсе тухакансем пурнăçра килсе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме хатĕр пулса çитĕннине, кăмăл-сипетпе ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитнине палăртнă уява килнисем.
Савăнăçлă мероприятие килнĕ ытти çынсем те ачасене саламласа вĕсем çĕршыв пуласлăхĕшĕн, патшалăх интересĕсене хÿтĕлекенсем тата унăн ятне-сумне çĕклекенсем пулса çитĕнессе шанни çинчен тухса калаçнă.
Уяв çÿллĕ шайра иртнĕ. Кадет ятне илнисен вара ăна çирĕп тытса пымалла, çĕре ÿкерес çук.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ИВАНОВА, вeрентекен.