03 декабря 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин федерацин пенсионерсене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунне алă пуснă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн çĕршывра пурăнакан аслă ăру çыннисем çитес çул январьте пурте 5-шер пин тенкĕ илеççĕ.
Канашлу вăхăтĕнче калаçу ытларах пĕр хутчен илекен 5 пин тенкĕ тавра пулчĕ. Чи малтанах РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева çапла каларĕ: «Пĕр хутчен тÿлекен 5 пин тенкĕ пенси ÿсĕмĕн виçи шутланмасть. Ăна РФ Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансем тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ĕçлекенсем те, ĕçлеменнисем те, çар çынни пулнисем, Раççейре ялан пурăнакансем тата 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне пенси илсе тăракансем пурте илеççĕ. Раççейĕн ют çĕршывра пурăнакан çыннисем çак суммăна илеймеççĕ. 2017 çулта пенсин черетлĕ индексацийĕ ирттернĕ чухне асăннă суммăна шута хумаççĕ. 5 пин тенкĕне илес тесе пенси службине кайса заявлени çырмалла мар. Енчен те гражданин /çар çынни/ икĕ пенси илсе тăрать пулсан, çавсенчен пĕрне пенси служби урлă илет пулсан - пĕр хут тÿлеве РФ Пенси фончĕ тивĕçтерет. Укçана пенсипе пĕрле параççĕ. Енчен те январь уйăхĕнчи пенсие Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсемпе çыхăнтарса маларах /тĕслĕхрен, кăçалхи декабрь вĕçĕнче/ çитерсе панă граждансене пĕр хутчен паракан тÿлеве çитес çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче параççĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр хутчен паракан пенсие çын январь уйăхĕнче илмесĕр юлчĕ пулсан ăна çитес уйăхри пенсипе пĕрле параççĕ.
Раççей банкĕн тĕпчев прогноз департаменчĕн шутлавĕ тăрăх январь уйăхĕнчи пĕр хутчен паракан тÿлев валли федераци бюджетĕнчен 220 миллиард тенкĕ тăкакламалла, Чăваш Республикинче 368 пин пенсионера 5-шер пин тенкĕ памашкăн 1,8 миллиард кирлĕ. Чăваш Енри «Вăйсен» ведомствисенчи 5 пин тенкĕ укçана илекенсем 9 пин çын. Çапла вара республикипе илсен пĕтĕмпе пĕр хутчен паракан укçана 377 çын 1,9 млрд тенкĕ илĕç. Енчен те гражданин пенси укçине банксем урлă илет пулсан укçи килсенех банк вĕсене куçарса парать те 5 пин тенкĕне тÿрех илме пултараççĕ. Почта уйрăмĕсенче илекенсен хăйсен графикĕ. Интернатсемпе ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем те пĕр хутчен паракан укçана туллин илеççĕ», - терĕ. Унăн сăмахне çирĕплетсе тата ытти çĕнĕлĕхсем пирки прокуратура, следстви, çар, республикăри ветерансен канашĕн яваплă представителĕсем тухса калаçрĕç. ЧР ветерансен обществăлла организацин председателĕ Г.Васильев пĕр хутчен паракан 5000 тенкĕ укçана илессин йĕркине ăнлантарма пурне те ыйтрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.