03 декабря 2016 г.
И.АНТОНОВА, обществăпа политика пурнăçĕн пай редакторĕ:
Çулсеренех шкул ачисен шучĕ ÿссе пырать, çитес вунă çулта вĕсен йышĕ татах та пысăкланĕ. Ку вăл, паллах, питĕ аван. Апла пулсан пирĕн çитес çулсенче, уйрăмах хуласенчи шкулсенче иккĕмĕш, виççĕмĕш сменăсенчен хăтăлас тĕллевпе çĕршывра 2019 çул тĕлне 190 пин вĕренÿ вырăнĕ тумалла. Ку вăл çĕнĕ шкулсем тăвассипе, киввисене юсаса реконструкцилессипе çыхăннă. Ку енĕпе Раççей Федерацийĕн Правительстви регионсемпе ятарлă план хатĕрленĕ.
Пахалăхлă пĕлÿ илме хăтлă шкул çеç çителĕксĕр. «Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ» тенĕн вĕрентекенсем те çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Пултарулăха аталантармалли тĕрлĕ çул-йĕрсем йĕркелемелле. Ку енĕпе федераци, регионсем хушшинче, республика тата район шайĕсенче шкул предмечĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. Тĕслĕхе пирĕн районти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен экологипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçине Яна Казаковăна илĕпĕр. Унăн вĕрентекенĕ К.Николаева пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕ укçан премине тивĕçнĕ.
Л.Цыфаркина, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:
РФ Президенчĕ В.В.Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнине телевизорпа курса тимлĕ итлерĕм. Эпĕ вĕрентекен пулнă май, Раççей Президенчĕ вĕрентÿ системине мĕнлерех аталантармалли çинчен калани пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. В.Путин хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнă май, вĕрентекенсен ачасене тарăн та пахалăхлă пĕлÿ памалла, вĕсен тавракурăмне ытларах аталантармалла, çамрăк талантсене тупса палăртса вĕсене малалла аталанма майсем туса памалла терĕ. Ку енĕпе эпир тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Пирĕн шкулта пултаруллă ачасем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ район, республика шайĕнчи ăс-хакăл енĕпе иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Çавăн пекех пултарулăх конкурсĕсене те активлă хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тивĕçеççĕ, спортра та çитĕнÿсем пысăк. Вĕрентекенсем те хăйсен квалификацине ÿстерессипе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Педколлектив йышĕнче ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнисем те, аслă категориллĕ вĕрентекенсем те пур.
А.НИКОЛАЕВА, ялхуçалăх тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай редакторĕ:
«Владимир Владимирович Путин кашни çул вĕçĕнче Федераллă Пухăва Уçă Çырупа тухни халăхпа уççăн калаçниех пулать. Раççей Президенчĕн трансляцине кашни çулах малтан пуçласа вĕçне çитичченех пăхатăп, хаçатсенче те вуласа паллашатăп. В.Путин ялхуçалăх сферине аталантармалли программа пирки калани питех те килĕшрĕ. Кашни çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕн усă курмалла тесе çирĕплетсе калани вара районти кашни хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тÿрремĕн куçран каланă пекех туйăнчĕ. Хамăр туса илнĕ продукцине вырăнти халăхах тивĕçтерсе пырас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Владимир Владимирович Раççейре агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ лайăх еннелле улшăнса пыни çинчен те чарăнса тăчĕ. Çакă ялта пурăнакансене татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет, малашлăха шанчăк çуратать».
Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:
РФ Президенчĕ В.Путин кашни çул вĕçĕнче Федераллă Пухăва Уçă Çырупа тухать. Кăçал та декабрĕн 1-мĕшĕнче халăха кирлĕ пур ыйтусене те хускатрĕ. Çырупа паллашнă май, çĕршыв кăтартăвĕсем лайăх, çакна унта илсе кăтартнă тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Владимир Владимирович кашни сферăри ĕç-хĕл çинчен пĕр пытармасăр, уççăн чарăнса тăчĕ. Пирĕн ума лартнă тĕллевсем питех те нумай, çавсене пурнăçлас тесе малалла та ĕçлетпĕр. Вăл Çырура халăх пурнăçланă ĕçсене пысăка хурса хакланă. Пирĕн вара хамăр туса кăларакан ялхуçалăх продукцийĕн производствине малалла та ÿстерсе пымаллине лайăх ăнланатпăр, эпир çав тĕллевпе ĕçлетпĕр те.
РФ Президенчĕ В.Путин вырăнти тавар туса кăларакансен рынокне посредниксемпе тата тавара сутма илекенсемпе çыхланмасăрах кĕме пултармалли майсене çăмăллатас тесе суту-илÿ кооперативĕсем йĕркелемеллине палăртни те ялхуçалăх сферине аталантарас çул çине çирĕп тăнине палăртать.
Р.Краснова, пенсионерка. Урнар ялĕ:
Эпĕ те çынран юлас мар терĕм, Раççей Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераллă Пухăвне яракан Çырăвне тимлĕ итлерĕм. Çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕ пирĕн çĕршыв ертÿçи. Мана ытларах медицина ыйтăвĕсем интереслентерчĕç. «Тухтăрсене хут ĕçĕпе тиемелле мар, пациентсемпе ĕçлеме вăхăт нумайрах уйăрма май туса памалла», - тесе калани питĕ тĕрĕс шутлатăп. Сывлăха тĕрĕслеттерме е чир-чĕртен сипленме больницăна кайсан черетре сахалрах лармалла пултăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"