03 декабря 2016 г.
РФ Президенчĕ В.В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыва аталантармалли стратеги планĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Историрен çакă паллă: темиçе ĕмĕрсем хушши Раççей çĕршывне ют çĕршывсем «чĕркуççи çине лартас» тесе тăрăшнă пулсан та, пирĕн çĕршыв тĕрлĕ йывăр лару-тăрусенчен яланах çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре. Халăх пĕрлĕхре пулсан кăна çитĕнÿ тума пулать. Çакна вара пирĕн Раççей гражданĕсем лайăх ăнланаççĕ, пĕлеççĕ», - терĕ РФ Президенчĕ В.Путин. Пирĕн тĕллевсене пĕр тĕвве пĕрлештерекенни вăл «Единая Россия» политика партийĕ. Ăна йĕркеленĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. В.Путин палăртнă тăрăх, «Единая Россия» политика партийĕ çĕршыва çирĕппĕн малалла аталанма пулăшакан парти. Çакна иртнĕ çулхи суйлав та çирĕплетсе пачĕ.
Владимир Владимирович Путин çавăн пекех çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика, строительство, вак тата вăтам бизнес, промышленность, ялхуçалăх аталанăвĕнче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, строительствăра пирĕн ÿсĕмсем пысăк. 2015 çулта 85 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă.
Агропромышленность комплексĕнче те çитĕнÿсем курăмлă. Хамăр çĕршывра туса илнĕ ялхуçалăх продукцине ют çĕршывсене кăçал чылай ытларах сутма пултарнă. Çавна май аграрисене аталанма, çĕнĕ йышши ялхуçалăх техникине туянма федераци енчен ытларах субсиди парасси пирки те каларĕ В.Путин. Унсăр пуçне хамăр туса илнĕ продукцине вырнаçтарма ялхуçалăх кооперативĕсем те йĕркелемелли çинчен палăртрĕ.
Паллах, граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕ РФ Президенчĕ. Çак сферăри тĕп тĕллев - капиталпа танлаштаракан çынсен ресурсне темиçе хут таранччен ÿстересси, Раççей халăхне упрасси. Раççейре ача çураласлăхĕ юлашки çулсенче Европăри кăтартусемпе танлаштарсан чи пысăкки. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче перинаталь центрĕсем уçăлни çуралакан ачасен вилеслĕхне самай чакарма май пачĕ. Тухтăрсене çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе кашни çулах хатĕрленÿ курсĕсем йĕркелемелле текен В.Путин палăртнă шухăшĕсем пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. «Тухтăрсене хут ĕçĕпе тиемелле мар, пациентсемпе ĕçлеме вăхăт нумайрах уйăрма май туса памалла», - терĕ Владимир Владимирович хăйĕн Çырăвĕнче. Вăл çавăн пекех çитес икĕ çулта пур медицина учрежденийĕсене те пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа тивĕçтермелле тесе пĕлтерчĕ. Çакă малашлăхра медицина учрежденийĕсенче ĕç хăвăртлăхне ÿстерме май туса парĕ тесе шутлатăп.
РФ Президенчĕ В.Путин вĕрентÿ сферинче те çĕнĕлĕхсем кĕртмеллине палăртрĕ. Çавна май çĕнĕ йышши шкулсем хăпартма, вĕсенче сĕтел-пукан, оборудовани туянма укçа-тенкĕ чылай уйăрассине каларĕ. 2019 çул тĕлне 190 пин çĕнĕ вĕренÿ вырăнĕ пулмалла. Çапла майпа шкулсенче иккĕмĕш, виççĕмĕш смена вĕренесси пĕтĕ. Шкулсемпе пĕрлех талантлă ачасене тĕрев пама ятарлă центрсем уçмалли çинчен те каларĕ. В.В.Путин 2017 çул экологи çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çутçанталăка упрамалли, ăна кирлĕ мар япаласемпе вараламалла марри çинчен каларĕ. Регионсене хăйсен вырăнĕсенче тирпей-илем, хăтлăх кĕртме 20 миллиард тенкĕ укçа уйăрнине те асăнса хăварчĕ. Хула, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртни вара хамăршăн. Çавăнпа та пурин те пĕрле çак ĕçе кашни кун пурнăçласа пыни питĕ вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.