АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕç тухăçлă

30 ноября 2016 г.

Халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕç тухăçлă

Ял çынни  мĕн авалтанах  çĕр çинче ĕçлесе хăйне валли пурăнмалăх апат-çимĕç  хатĕрленĕ. Халĕ пирĕн районта хресчен  /фермер/ хуçалăхĕсем  аталанса пынă май, пахчаçимĕç, выльăх-чĕрлĕх пурăнмалăх çеç мар, сутмалăх та туса илеççĕ. Ĕçпе юнашар канăвĕ те. Вăхăтра канма та пĕлеççĕ Энĕшпуçсем. Хамăр ятарлă кăларăма эпир ку хутĕнче Энĕшпуç ял тăрăхĕпе хатĕрлерĕмĕр. 

Энĕшпуç ял тăрăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă, маттур та пултаруллă çынсемпе пуян. Вăл 4 яла пĕрлештерсе тăрать: Энĕшпуç станцийĕ, Энĕшпуç, Атайкасси, Хуруй ялĕсем. Пĕтĕмĕшле 607 хуçалăхра 1714 çын пурăнать. Çав шутра тивĕçлĕ канăва тухнисем - 401, пур категорисенчи сусăрсем - 114, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем - 1, 80 çултан иртнисем - 69, Афган тата Чечен хирĕçтăрăвĕсене хутшăннисем пурĕ - 24. Çавăн пекех çуллахи кунсенче тăван яла килсе кунти пахчапа тата çĕрпе усă курса тĕрлĕ пахча çимĕç лартса-туса илекенсен йышĕ - 228. Яла юлакан çамрăк мăшăрсем пуррине те палăртмалла: патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тин чăмăртаннă 1 çемье кил-çурт çавăрма пултарчĕ. Телей мар-и-ха çакă; Çурчĕсем ăшă та çутă, пур услови те çителĕклĕ. Кунашкал условисенче пурăнакан çамрăк çемьесенче ача-пăча ытларах çураласса шанас килет. Пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 20 çемье черетре тăрать. Пулăшу кирлисене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ялта тымар янисем вара тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе пурăнаççĕ: кам çĕр ĕçĕнче вăй хурать, суту-илÿ тăвакансем те пур, ялти социаллă сферăсенче те тăрăшаççĕ; уйрăм çын предпринимательсем -10. «Светлана» тулли мар яваплă обществăра 11 çĕвĕç тăрăшать, вăтам ĕç укçи 12,5 пин тенкĕпе танлашать. 



Çĕр хресчене тăрантарать

Хальхи вăхăтра кунта 5 хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ шутланать: «Иванова О.А.», «Веха», «Свобода», «Чискар», «Григорьев Н.П.». Пурте вĕсем çĕр çинче ăнăçлă ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Акă, «Иванова О.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче 551,7 гектар, «Веха» - 111 гектар, «Свобода» - 8,4 гектар, «Чискар» - 6,7 гектар, «Григорьев Н.П.» - 60 гектар çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем çитĕнтереççĕ. Уйрăмах «Иванова О.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхне палăртса хăвармалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 464 гектар, çĕрулмине 75 гектар çинче туса илет. Юлашки 6 çул хушшинче 400 гектар чухлĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ялхуçалăх техникине 12 миллион тенкĕлĕх туяннă. Инвестици программипе ĕçленĕ май 20 миллион тенкĕпе усă курнă. Паянхи кун асăннă хуçалăхра ĕç укçи вăтамран 20 пин тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне, хушма çĕр пайĕсем илсе А.Николаев, С.Афанасьев, Г.Александров, О.Иванов, Ю.Васильев çĕрулми, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене тухăçлăн çитĕнтереççĕ. «Çав вăхăтрах малтан усă курма илнĕ çĕр пайĕсене тĕрлĕ сăлтавсене пула вырăнти администрацине каялла тавăрса пама 225 пайçă заявлени çырнă.
Акă, Вăрмар район сучĕ урлă 122 пайçă, ыттисем - хăйсен ирĕкĕпе. Çакă та шухăшлаттарать», - тесе палăртать çак ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов.

 

Ĕне пулсан - ял пулать

Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕхсĕр нихăçан та пурăнман. Анчах та юлашки çулсенче кунта та выльăх шучĕ чакни сисĕнет. «Ĕне пулсан - ял пулать» тенешкел ялта уйрăм хуçалăхсенче паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 285 пуç, çав шутран 120 пуç ĕне. 122 пуç сысна, сурăхсемпе качакасен шучĕ - 1100, лаша - 4, вĕлле хурчĕ - 327 пуç. Çак ял тăрăхĕн территорийĕнче 3 утар пур, вĕсенче 150 пуç ытла вĕлле хурчĕ. Паллах, хуçалăха тытса тăма, ăна аталантарма укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавна май ялта пурăнакансене уйрăм хушма хуçалăха аталантарма май паракан тĕрлĕрен патшалăх программи ĕçлет. Çав программăпа усă курса çăмăллăх кредитне 134 çын 7 миллион та 172 пин те 316 тенкĕлĕх илнĕ.

 

Тавралăхра - тирпей-илем

Ял тăрăхĕн территорийĕнче хăтлă пултăр тесе вырăнта пурăнакансем пурте пĕрле туслăн тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ йывăçсемпе тĕмсене лартса хăварнă. Субботникре Энĕшпуçĕнчи масарта типнĕ вак-тĕвек çапăсене пуçтарса тиесе янă. Тирпей-илем кĕртес уйăхлăхĕнче çак ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен округĕсенче уйрăмах активлăхĕпе палăрнă. Урамсене çутăпа тивĕçтерессишĕн тăрăшнă. Шыв башни валли шыв уçлакан 3 насус туяннă, вĕсене Энĕшпуç, Атайкасси ялĕсенче вырнаçтарнă. Шкулта вĕренекен çамрăксене обществăлла ĕçсене явăçтараççĕ. 
Çул-йĕре те вăхăтра пăхса тăраççĕ. Ку енĕпе Энĕшпуçĕнчи Молодежная, Советская, Лесная, Кирпичная урамсенчи, Хуруй ялĕнчи Лесная тата Зеленая тăкăрлăксенче тата Атайкассинчи Аслă урам тăкăрлăкĕнчи çулсене юсанă. Çак ĕç малалла пырать. Унсăр пуçне Энĕшпуç ялĕнчи Чакинская тата Васильев урамĕсенче вак чул сарассипе ĕçсем пыраççĕ. Çитес çул вĕçлеме палăртнă. «Пур ĕçе та халăхпа пĕрле пуçтарăнса туслăн пурнăçлатпăр. Пĕрле килĕштерсе тунă ĕç усăллă та тухăçлă», - палăртать Олег Анатольевич.

 

Пушар хуралĕн уйрăмĕн посчĕ 

Энĕшпуç ялĕнче пушар хуралĕн уйрăмĕн посчĕ ĕçлет, вăл 39-мĕш номерлĕ Вăрмар пушар хуралĕ çинче шутланса тăрать, инкек-синкек килсе тухас пулсан кунта икĕ пушар машини, пушар хуралĕн ирĕклĕ 4 дружинникĕ тата пушар сÿнтермелли хатĕр ?мотопомпа/ пур. Администраци ĕçченĕсем вырăнти халăхпа тăтăшах пушар хăрушсăрлăхĕ темăпа профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ. Палăртас пулать, «2014 çулта Атăлçи федераллă округра хула тата ял тăрăхĕсем хушшинче халăха пурнăç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе вырăнти чи лайăх муниципаллă пĕрлĕхсен хăйтытăмлăхĕ» смотр-конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех «Пушара хирĕç кĕрешекен чи лайăх ял тăрăхĕ» район конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

 

Ĕçпе юнашар канăвĕ те 

Çынсене канма, пушă вăхăта ирттерме майсем туса парасси те пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен» РФ тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне хăпартас ĕç малалла пырать. Ăна «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» АХО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.
Ĕçрен пушаннă вăхăтра ялти модельнăй библиотекăна ватти-вĕтти çÿреме кăмăллать. Библиотека ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ куравсем, презентацисем йĕркелеççĕ. Каçкÿлĕм «Энĕш» ушкăн кунтах черетлĕ репертуарне хатĕрлет. Ял-йышпа пухăнса ял тата урам уявĕсене ирттересси те ырă йăлана кĕрсе пырать. Ялта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пур, унта краеведенипе çар мухтавĕн музейне çак ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, нумай кĕнеке авторĕ И.Криков ертсе пырать. Шкул çумĕнчех «Радуга» ача сачĕ ĕçлет. Çыхăну уйрăмĕ -1, Раççей перекет банкĕн Энĕшпуçĕнчи филиалĕ -1, пĕтĕмĕшле практикăн врач офисĕ -1, 12 суту-илÿ точки ĕçлеççĕ. Вĕсем вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтереççĕ. 
Ял тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкулта тĕрлĕ спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулсенче районти ăмăртусенче ялăн пĕрлештернĕ команди йĕлтĕрпе чупса - пĕрремĕш, мини-футболла - пĕрремĕш, канат туртассипе - иккĕмĕш, триатлонпа - пĕрремĕш, çăмăл атлетикăпа - пĕрремĕш, шывра ишессипе - иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 
Паянхипе кăна пурăнмаççĕ, ыранхи çинчен те шухăшлаççĕ, çитес çула палăртнă планĕсем тĕллевлĕ. Советская тата Васильев урамсен вĕçĕнчи пĕвесене тата хăмла пĕвине тасатмалла, ялсенчи урамсене çутăпа тивĕçтерессине лайăхлатмалла, хăш-пĕр урамсенчи тарасасене тĕпрен юсамалла. «Эпир пурăнакан ял тăрăхĕ - пирĕншĕн тăван кил шутланать. Хамăр хăтлăх кĕртмесен кам килсе туса парасса кĕтмелле;» - палăртрĕ çирĕппĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика