АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Котельнăйĕнче хĕлле те, çулла та ĕç шавĕ тăрать

30 ноября 2016 г.

Котельнăйĕнче хĕлле те, çулла та ĕç шавĕ тăрать

Ыран, декабрĕн 1-мĕшĕнче, хĕллехи пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕ. Хĕллехи çанталăк хуçаланать пулин те, календарлă хĕлле вара тин пуçланать-ха. Хваттерте кирек епле чаплă евроюсав тунă пулсан та, ăшă пулмасан - хăтлăх çук. Хваттерсене, предприятисемпе организацисене хĕллене хатĕрлес тĕллевпе çулсеренех йывăрлăхсене парăнтарса пысăк ĕçсем туса пыма тивет. Вĕсем, паллах, ытларах çуллахи вăхăтра иртеççĕ. Хваттерсенче пурăнакан граждансем, тен, хăш-чухне пурне те ăнланса пĕтерейменрен, кăмăлсăрланма та пултараççĕ пулĕ. 

«Урмарытеплосеть» МУП ĕçченĕсен вара районти пур котельнăйсене тĕрĕслесе тăмалла, йĕркеллĕ ĕçлеттермелле. Поселокра 2 промышленнăй котельнăй «Квартальная», «Сельхозхимия» тата 9 мини-котельнăй ĕçлеççĕ. Чи нумай объекта ăшăпа тивĕçтерекенни ку вăл пĕрремĕш номерлĕ «Квартальная» котельнăй. Вăл пĕтĕмĕшле илсен поселока ăшăпа тивĕçтерсе тăрать темелле: больница, шкул, Молодежная, Заводская, Порфирьев, Ленин урамĕсенчи хваттерсене, предприятисене, поселок центрĕнчи организацисене ăшăтать. Иккĕмĕш номерлĕ котельнăй вара - «Ромашка» 4-мĕш номерлĕ ача садне, К.Иванов урамĕнчи пурăнмалли сектора. Унсăр пуçне поселокĕпе 9 мини-котельнăй ĕçлет. Районĕпе вара котельнăйсем пурĕ - 32. Пĕтĕмĕшле «Урмарытеплосеть» предприятин ăшă илсе пыракан трассисем поселокĕпе 9 километр ытла тăсăлаççĕ, районĕпе вара 11 километр ытла. Кăçалхи июнь уйăхĕнче пĕрремĕш номерлĕ котельнăйĕнче Д-300 çĕнĕ насус вырнаçтарнă. Çак çĕнĕ йышши насус ĕç хăвăртлăхне самай ÿстерме пулăшрĕ, çынсене ăшăпа тивĕçтересси те лайăхланчĕ. Ку котельнăйĕнче 3 оператор, котельнăй оборудованине юсаса тăрассипе 2 слесарь, слесарь-электрик ĕçлеççĕ. Кашни сменăрах операторсем 2-3 сехетрен котельнăйсене тĕрĕслесе тăраççĕ, çитменлĕхсене пĕтереççĕ. 
«Урмарытеплосеть» МУП предприяти тивĕçĕ организаци е предприяти çурчĕн тулти стени таранччен ăшă çитерсе парасси, организацийĕнче шалта вара ăшăтса хутмалли системăна харпăр хăйĕн пăхса тăмалла. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланас умĕнхи вăхăт - сентябрь, октябрь уйăхĕсем - уйрăмах йывăр лекеççĕ ăшăпа тивĕçтерекен предприятие. Унтан çуркунне, юр ирĕлсе шыв юхнă вăхăтра, хĕлле хваттерсене аванах çитекен ăшă, çынсем каланă тăрăх таçта çухалать иккен. Çĕр айĕнчи ăшă пыракан пăрăхсене пур енчен те çурхи сивĕ шыв хупăрласа илет. 
«Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрле», - текен каларăш «Урмарытеплосеть» предприяти ĕçченĕсем çинчен каланăнах туйăнать. Хĕл йĕркеллĕ ирттĕр тесен вĕсен çулла нумай тăрăшма тивет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика