АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕç

26 ноября 2016 г.

Çĕр çинче тĕлĕнмелле пархатарлă ĕç пур. Çак ĕçпе ĕçлекенсен харăсах повар та, тухтăр та, вĕрентекен те, психолог та, тирпей-илем кÿрекен те пулмалла. Вĕсен канмалли кун та, отпуск та çук. Çак питĕ сумлă, анчах та питĕ яваплă ĕç _ анне пуласси.

Ахальтен мар ĕнтĕ юратнă аннесене халалласа пĕтĕм тĕнчипех Анне кунне уявлаççĕ. Раççейре çак савăнăçлă праçнике 1998 çулта йĕркелесе янă. Ăна ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Кăçал Анне кунĕ ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне килет.
Çавна май чăваш ялĕсенче пурăнакан пултаруллă хĕрарăмсене, нумай ачаллă амăшĕсене аса илес килет. Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан Надежда Алексеевна Гаврилова - вĕсенчен пĕри. Надежда Алексеевна 1967 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ, Лидия Васильевна Захарова, сысна ферминче вăй хунă, чунтанах тăрăшса ĕçленипе ăна Ĕç мухтавĕн 3 степеньлĕ Орденĕпе тата тĕрлĕ медальсемпе чысланă. Амăшне кура Надежда та ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Вăл 1984 çулта Тикашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан бухгалтер профессине алла илнĕ. Çамрăк хĕр пилĕк ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулнă, аппăшĕсемпе пиччĕшĕ килĕнчен пурте тухса кайса саланнă. Çавăнпа вăл тăван ялне амăшĕ патне таврăнать. 
1985 çулта Надежда Алексеевна Тикаш каччипе Николай Иванович Гавриловпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Алă усса ларма хăнăхманскер, вăл пĕр вăхăт Тикаш ялĕнчи ача-пăча садĕнче воспитателе пулăшакан пулса тăрăшать. Ун хыççăн сысна фермине ĕçлеме куçать. 1992-2011 çулсенче Надежда Алексеевна Хĕрлĕçырти пуçламăш шкулта тирпей-илем кÿрекен пулса вăй хурать. Надежда Алексеевнăн мăшăрĕ Николай Иванович та питĕ пултаруллă çын, вăл нумай çул тракторист тата комбайнер пулса тăрăшнă. Хĕрÿ вăхăтра халĕ те руль умне ларать. Ĕçчен хĕрарăм кĕрĕк арки йăваласа кун ирттермест, вăл ялти пĕччен ватă çынсене пăхса пулăшать. Çулла çырла, кĕркунне кăмпа пуçтарса хатĕрлет, хĕлле ачисемпе мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхать. Унсăр пуçне Гавриловсем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ. 
Надежда Алексеевна мĕнле амăшĕ пулни çинчен кăштах чарăнса тăрас килет. Ачасем - пирĕн малашлăх теççĕ, çавăнпа ача пăхса ÿстересси çине тимлĕ пăхмалла. Çакна Надежда Алексеевна питĕ лайăх ăнланать. 
Вĕсем мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе ура çине тăратнă. Хĕрлĕçыр ял халăхĕ улталама памасть: Гавриловсен ачисем ашшĕ-амăшĕн сумлă ятне ярса çÿремеççĕ. Аслă ывăлĕ Артем ялхуçалăх академийĕнче ăс пухнă, çар службинче пулнă, халĕ банкра ĕçлет. Хĕрĕ Катя медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, республикăри клиника больницинче медсестра пулса тăрăшать. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă, Шупашкарта пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Владимир механик профессине алла илнĕ, халĕ артиллерист пулса çар службинче. Вăл çак кунсенче киле таврăнмалла. Амăшĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтет. 
Ачисене Надежда Алексеевна хăйĕн тĕслĕхĕпе воспитани парса ÿстернĕ, ваттисене хисеплеме, нуша куракана пулăшма, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Йăрансене çумламалла-и, курăк çулмалла-и, утă пуçтарса кĕртмелле-и - амăшĕ ачисене хăйĕнчен хăварман. Çавăнпа халĕ Надежда Алексеевна ывăлĕсемпе тата хĕрĕпе мухтанма пултарать. Вĕсем ашшĕпе амăшĕн чăн-чăн тĕрекĕ.
Надежда Алексеевна питĕ тарават, ырă кăмăллă хĕрарăм. Килен-каяна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть, ваттипе те, вĕттипе те сăпайлăн калаçать. Ялта ăна пурте хисеплеççĕ. Çитес çул 50 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет пулин те чунĕпе çамрăк тата хастар, пĕвĕпе те хурăн пек яштака. 


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика