26 ноября 2016 г.

Карăкçырма ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Уява пĕчĕккисенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таранчченех активлă хутшăнчĕç. Т.Гаврилова преподаватель тăрăшнипе ачасем тĕрлĕ хитре ташă-юрă вĕренчĕç. Воспитательсем юрă-кĕвĕ залне тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, хăюсемпе илемлетрĕç, ятарласа презентации хатĕрлерĕç. Ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе пĕрле çутçанталăкри тĕрлĕ япаласенчен илемлĕ япаласем ăсталарĕç. Чи савăнăçли вара, паллах, уяв концерчĕ пулчĕ. Ачасем çĕкленÿллĕ туйăмпа юрларĕç, илĕртÿллĕ костюмсем тăхăнса хаваслăн ташларĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе кунта курма килнĕ хăнасем ачасен пултарулăхне курса чăннипех те савăнчĕç. Ача сачĕн ĕçченĕсемпе шăпăрлансем пĕрле юрлани вара пурин чунне те хускатрĕ.
Уява килнĕ хисеплĕ хăнасем нумай ырă сăмахсем каларĕç. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Г.Архипова, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен тата спорт управленийĕн шкул çулне çитмен вĕренÿ учрежденийĕн методисчĕ Е. Макарова, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ В.Сергеев, ача садĕнче малтанхи çулсенче заведующи пулса ĕçленисем, ашшĕ-амăшĕсем, ытти хăнасем уяв ячĕпе чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Малашне те кунта тирпейлĕх, тăрăшулăх, хаваслăх, савăнăç хуçалантăр тесе сунчĕç, тĕрлĕ парнесем парса савăнтарчĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç, хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесене парса хăнасен кăмăлне çĕклерĕç. Уяв вĕçленес умĕн зала шарсемпе илемлетнĕ урапапа торт илсе кĕрсен вара пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнса çавракана тăрса «Каравай» юрларĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ, хаваслă та савăнăçлă, телейлĕ çемьери пекех ăшшăн иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Александрова, И.Львова воспитательсем.