26 ноября 2016 г.
Мĕн ватăличчен çумри мăшăрпа шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, пĕрне-пĕри хÿтĕлесе, пĕрлешнĕренпе 45 çул пурнăçăн çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ Вăрмар поселокĕнчи Галья Мухтаровнăпа Николай Николаевич Виссарионовсем.
Акă хисеплĕ мăшăра чысламашкăн Вăрмар поселокĕнчи торжествăлла мероприятисем иртекен залра Виссарионовсен темиçе ăрăвăн йăх-несĕлĕ, районти яваплă çынсем пухăннă. Райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова вĕсене сумлă та чыслă юбилейпе ăшшăн саламларĕ. Унтан райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов хисеплĕ мăшăрсен ячĕпе сăмах каларĕ: «Эсир хăвăр ачасене пурнăç парнеленĕ. 3 ывăлăр та паян çемьеллĕ. Паян кун мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнса пурăнатăр. Кунта йăх тăсăмĕ пырать. Эсир хăвăр ачасене пурнăç çулĕпе ăнăçлăн ертсе пыратăр. Çакă пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Эпир сирĕнтен вĕренсе пыратпăр». Çавăн пекех Амăшĕн кунĕ çывхарса килнĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Унтан сумлă мăшăра райадминистрацин пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшне юбилейпе чĕререн саламларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.