26 ноября 2016 г.

«Мĕн чухлĕ ача - çавăн чухлĕ хуйăх», е «Мĕн чухлĕ ача - çавăн чухлĕ савăнăç» каларăшсене час-часах илтме пулать. Çапла, пĕр ача та вунă ача кăтартманнине кăтартма пултарать, вунă ача та пĕр ача чухлĕ те хуйăх кÿмесĕр ÿсме пултарать. Вуннах мар та, сакăр ача - тăватă ывăлпа тăватă хĕр ÿссе çитĕннĕ Мăнçырма ялĕнчи Людмила Анатольевнăпа Николай Михайлович Павловсен туслă та ĕçчен çемйинче. Шел, тулли вунçичĕ çул та килĕштерсе пĕрле пурăнма тÿр килмен вĕсене, саккăрмĕш ачи тăватă уйăхра чухне çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлса кайнă, 37 çул та тултарса ĕлкĕреймен Людмила Анатольевна сакăр ачапа тăлăха тăрса юлнă. Акă камшăн пуçланнă канăçсăр та çывăрмасăр ирттернĕ кунсемпе çĕрсем.
Людмила Анатольевна 1956 çулта тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 1974-мĕш çулта алла аттестат илнĕ хыççăн шăллĕсемшĕн амăшĕпе воспитатель вырăнĕнче пулса ачасене юратма ĕлкĕрнĕ Люда Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1978 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк педагог Мăнçырмари вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă: малтан - шкул çумĕнчи интернатра /Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчен вĕренме çÿрекенсем пурăнатчĕç унта/, кайран - вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнра. Ачаранах воспитатель вырăнĕнче ÿснĕскер, вĕренекенĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă лăпкăн та çепĕççĕн калаçма пĕлекен Людмила Анатольевна. 2013 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, 12 мăнукне пăхса ÿстерме пулăшать хĕрĕсемпе ывăлĕсене.
Пĕччен пăхса ÿстерме йывăр, вĕрентсе кăларасси пулмасть пулĕ 8 ачана тесе ларман вăл, кашни ачи пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă, вĕренсе тухса алла диплом илнĕ, çемье çавăрса ачи-пăчипе савăнса пурăнать, кукамăшне-асламăшне савăнăç кÿрет.
Аслă ывăлĕ, Саша, Канашри педколледжра физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, юратнă ĕçпе нумаях киленме май килмест, пурнăç çулĕ ăна стройкăна илсе çитерет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр хĕр пĕрчипе савăнса кун кунлаççĕ. Йăмăкĕ Таня та пиччĕшĕн çулĕпех кайнă, аслă пĕлÿ илме ăнтăлаканскер, кайран ЧППУна вĕренме кĕнĕ, 2015 çулта алла диплом илнĕ. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш ачипе килте ларать. Оксана ЧППУра куçăмсăр майпа эколога вĕренет, Кристинăпа Кирила пăхса çитĕнтерет туслă çемье. Алеша, техникăна чунтан юратаканскер, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Вăрмарти автошкула çÿресе водитель правине илнĕ, салтак тивĕçне Чечня Республикинче пурнăçланă. Стройкăра бригадир пулса ĕçлет, икĕ ача ашшĕ. Андрей стройка енĕпе пĕлÿ паракан техникума хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, çав енĕпех ĕçлет. Пĕр ывăл пăхса çитĕнтереççĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ. Улттăмĕш ачи, Лена, 2012 çулта ЧППУран вĕренсе тухнă, пĕр вăхăт Шупашкарта ача садĕнче ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ ăна çар çыннипе тĕл пулса çемье чăмăртамалла тунă. Пакунлă çынсен ĕç вырăнĕ, юрăри пек: паян - кунта, ыран - унта. Паянхи куна 2 ывăлпа 1 хĕрача. Ашшĕпе, амăшĕпе пĕрле Мускавра пурăнаççĕ. Лена пĕчĕк Ксенийăпа килте декрет отпускĕнче ларать.
Марина та аппăшĕсен çулĕпех кайнă, 2013 çулта ЧППУран вĕренсе тухнă, Мăнçырмари вăтам шкулта ĕç урокĕсене ертсе пырать, çĕвĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшать. Вĕсен çемйин интересĕ - пĕчĕк Ромăра. Саккăрмĕш ачи, Дима, çемье çавăрса ĕлкĕреймен-ха, техникум дипломне алла илнĕ, пĕлĕвне стройкăра ĕçлесе çирĕплетет.
Амăшĕн савăнăçĕ - куç тулли ытарайми ачисенче. Пĕринчен пĕри маттур, пĕринчен пĕри илемлĕ, пĕринчен пĕри пултаруллă ывăлĕсемпе хĕрсем пăхса çитĕнтернĕ кил ăшшин управçи Людмила Анатольевна.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА. Мaнcырма ялe.