АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене тимлĕх кирлĕ

26 ноября 2016 г.

Чăваш Республикинчи обществăлла организацийĕн «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» районти организацийĕ  сусăр çынсене тимлĕх уйăрассипе активлă ĕçлет. Акă çывхарса килекен декабрĕн 3-мĕшĕнчи инвалидсен кунне халалласа Вăрмарти тĕп библиотекăра ятарласа мероприяти иртĕ. 

Пирĕн районта 1890 сусăр çын пурăнать. Çак кун, паллах, вĕсемшĕн уяв мар, анчах та вĕсене пурне те тимлĕх уйăрмалли, обществăра хăйсене кирлĕ пек туйса илме май паракан кун. Вăрмар районĕнчи тĕрлĕ ушкăнри сусăр çынсемпе нумай çулранпах «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» районти организацийĕн председателĕ Эмма Михайловна Борисова ĕçлет. Э.Борисова палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсенчен пуçтарăнакан сусăрсемпе спортăн тĕрлĕ енĕсемпе, культурăллă мероприятисем ирттерĕç. Вĕсем «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ишсе ăмăртĕç, Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче ватăсем валли концерт лартса парĕç. Инвалид ачасем валли вара Вăрмарти ача-пăча библиотекинче ятарлă мероприяти иртĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э. Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика