26 ноября 2016 г.

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче 13 сехет тĕлне Шупашкарти мичман Павлов урамĕнчи 30-мĕш çурт умне халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ чăваш халăх писателĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă Василий Алендейăн Асăну хăмине уçрĕç.
Митинга кĕске сăмах каласа чăваш халăх писателĕ, «Хресчен сасси. Кил» хаçат тĕп редакторĕ С.Павлов уçрĕ. Чи малтанах Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн председательне Г.Максимова /«Хыпар» хаçат тĕп редакторăн пĕрремĕш заместителĕ/ сăмах пачĕç. Геннадий Аркадьевич В.Алендейăн пурнăçĕпе пултарулăхне аса илсе каласа пачĕ. Чăваш халăх писателĕ А.Кибеч яланах халăхпа пĕрле пулнă пултаруллă çыравçăн кĕнекисене, сăввисене аса илчĕ.
70-80-мĕш çулсенче КПСС Вăрмар райкомĕн I секретарĕ пулнă В.Алексеев хăй вăхăтĕнче Алендейпе тĕл пулнă самантсене аса илсе ун çинчен чи ăшă сăмахсем каларĕ. Эпир ăна, унăн ĕçĕсене нихăçан та манма пултараймастпăр. Василий Степанович пурăннă чухне хăй те çынсене хисеплеме пĕлнĕ, вĕсен нушисене ăнланнă кашнинех яланах пулăшма хатĕр пулнă. Вăл çав тери ырă кăмăллă йăваш çын пулнă», - терĕ.
Ырă аса илÿсем кашнин тупăнчĕç. Хамăр ентешсем: медицина наукисен докторĕ, профессор Л.Иванов /Кĕлкеш/, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ, доцент В.Спиридонов /Кивĕ Вĕренер/, Н.Иванов /Чăршçырма/ республикăри паллă строитель «Чувашмежколхозстрой» председателĕ пулнă, В.Петров /Шăплат/ районти парти тата влаçăн ĕç тăвакан органсенче ертсе пыракан должноçсенче ĕçленĕ Василий Степанович çинчен ăшă сăмахсем нумай каларĕç.
Тухса калакансем татах та пулчĕç. Вĕсем В.Пушкин - филологи наукисен кандидачĕ, профессор, А.Павловпа А.Кириллов Вăрмарпа Куславкка райхаçачĕсенче ĕçленĕ паллă журналистсем.
В.Алендей çуралса ÿснĕ тăван ялĕнчен А.Иванов çыравçă /шкул директорĕ пулнă/ Кĕтеснер ял пуçлăхĕ А.Егоров хăйсен ентешĕпе тивĕçлипе мухтанни, ăна яланах асра тытни çинчен çавăнпа та паян, шалкăм çумăр çунине пăхмасăрах, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пуçтарăнса тухса килни çинчен, пĕрлĕхлĕ вăйпа пысăк ĕçсем тума пулни çинчен каларĕç, мĕншĕн тесен ку çыравçăна халалланă иккĕмĕш Асăну хăми пулать /пĕрремĕшне 2015 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Кĕтеснерте уçнă, веçех Алендейсем хăйсен вăйĕпе тунă/. Митинга шкул ачисем те хутшăнчĕç, сăвăсем вуласа пачĕç. Хăйĕн вĕренекенĕсене Алендейăн кĕçĕн хĕрĕ Елизавета Васильевна учительница илсе килнĕ.
Асăну хăмине уçма чăваш халăх писателĕ С.Павлов тата Алендей хĕрĕ Нина Васильевна тивĕçлĕ пулчĕç, вĕсемпе пĕрле çак çуртра пурăнакан Александра та /çыравçăн кĕçĕн мăнукĕ/ хутшăнчĕ. Пухăннисем Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Асăну хăми уçас, çак пархатарлă ĕçе пуçарса яракансем татах ăна пурнăçлакансем - республикăри писательсен союзĕ, Алендейăн хĕрĕсем Нинăпа Елизавета тата Антонина Васильевнасем, Нина Васильевнан мăшăрĕ Валерий Васильевич, вĕсен хĕрĕ Наталия тата ытти тăванĕсем пулчĕç. Вĕсене ку ĕçре ял администрацийĕ, культура ĕçченĕсем, ветерансем пулăшса хавхалантарса тăчĕç.
Юлашкинчен Нина Васильевнан ачисем, тăванĕсем пухăннисене ашшĕн ятне çакăн пек чысланăшăн, упранăшăн чĕререн тав турĕç. «Ырă кăмăллă çынсем умĕнче эпир пуç таятпăр, пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр», - терĕç. Çамрăк ăрупа аслă ăру çыхăнăвĕ нихăçан та ан çухалтăр, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.МАТВЕЕВА.